Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лузгинӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна сиен тума пултаракан пӗр-пӗр ҫын колхоза пыма хатӗрленни ҫинчен илтсен, Лузгинӑн ӗлӗкрех те чире пеме тивкеленӗ.

Лузгину и ранее, когда становилось известно о приезде в колхоз какого-либо человека, способного преподнести ему неприятности, приходилось притворяться больным.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗмлӗхре пӳртсем салхуллӑн лараҫҫӗ, халӗ вӗсен ӑшшинче ҫынсем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ, ыран Ксенин вӗсене, кирек мӗнле пулсан та, колхоза малалла никамӑн та мар, Лузгинӑн ертсе пымалла тесе ӗнентермелле.

В густой тьме нахохлились избы, в дремотном их тепле спали сейчас люди, которых завтра ей нужно было во что бы то ни стало убедить в том, что именно Лузгин, а не кто другой должен вести колхоз дальше.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егор халӗ кулма чарӑнчӗ, Лузгинӑн тӗк тӑма пӗлмен, хыпашласа ҫӳрекен куҫӗсенче темӗнле канӑҫсӑрлӑх пуррине курса, хӑлхине чанк тӑратрӗ.

Егор тоже перестал улыбаться и насторожился, уловив в бегающем, ощупывающем взгляде Лузгина какое-то беспокойство.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгинӑн кӑвак куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ.

У Лузгина сузились голубенькие глазки.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Председатель ҫурӑмӗ хыҫӗнче тачӑ ушкӑнпа тӑракансем: Лузгинӑн тӑванӗ — Никита Ворожнев, Сыроваткин кладовщик, Шалымов бухгалтер тата Тырцев бригадир, хӑйсене такам паллӑ парса систернӗ пекех, сасартӑк тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗҫ:

Стоявшие плотной кучкой за спиной председателя двоюродный брат Лузгина Никита Ворожнев, кладовщик Сыроваткин, бухгалтер Шалымов и бригадир Тырцев, словно по сигналу, вдруг разноголосо заорали:

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех