Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кугель (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку Отто Кугель — Мускав ҫывӑхӗнчи фронтра пирӗн енне тарса каҫакан пӗрремӗш нимӗҫ пулчӗ…

Это был Отто Кугель — первый немецкий перебежчик на подмосковном фронте…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн ҫутти сивӗ тӗтре карса тӑракан тавралӑха ҫутатаймарӗ — хӑвӑрттӑн вӑйсӑрланса пычӗ, ҫавӑнпа та Отто Кугель ял хӗрринчи вӑрмана та пӑхса илме ӗлкӗреймерӗ.

Свет ее был бессилен перед густой морозной мглой — он быстро ослаб, и Отто Кугель не успел разглядеть даже лес, стоявший за околицей деревни.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫырусене пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн Отто Кугель автоматне ҫакрӗ те пӑчӑ пӳртрен тухса кайрӗ.

Собрав письма, Отто Кугель взял автомат и вылез из душного убежища.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ара, — сулхуллӑн хирӗҫ каларӗ Кугель.

— Да, — угрюмо ответил Кугель.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель вырӑнӗнчен тӑрса шинельне илчӗ.

Отто Кугель поднялся со своего места и взялся за шинель.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫук, ҫак хӑрушла ӗҫ пулас умӗн, ҫӗнӗ наступлени умӗн, Отто Кугель дневник валли сӑмах тупаймасть.

Нет, для дневника даже перед таким грозным событием, как новое наступление, Отто Кугель не имеет слов.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель хӑй сисмесӗрех ҫырса пынисене пӗтӗмӗшпех вулама пуҫларӗ…

Незаметно Отто Кугель стал перечитывать свои записи полностью…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫулла ҫырса пынисем пысӑк, вӗсенче вӑрҫӑ ҫинчен мӗн ҫырнине Отто Кугель халь дневникӗнче усраман пулӗччӗ.

Летние записи были большие — в них встречалось много такого о войне, что сейчас бы Отто Кугель не пожелал держать в своей копилке.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паян пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен мӗнле ҫырса хумаллине пӗлмесӗр, Отто Кугель дневникне пӗр тӗллевсӗр сиркелеме пуҫларӗ.

Не зная, как сделать запись сегодняшнем деле, Отто Кугель начал бесцельно перелистывать дневник.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель хӑйӗн дневникӗ ҫине питӗ асӑрханса, укҫа пухмалли ешӗк ӑшне пуҫтарнӑ пек, пулса иртнисене ытларах, шухӑшӗсене сахалтарах ҫырса пыма тӑрӑшнӑ.

Отто Кугель всегда вел записи очень осторожно, стараясь собрать в дневнике, как в копилке, больше фактов и меньше мыслей.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель малтанах хӑйӗн дневникӗ ҫине ҫырса хурасшӑн пулчӗ, кайран, кӑмӑлӗ лӑплансан, шухӑшӗсене йӗркене кӗртсе, пур ӑшӑ сӑмахсене те асне илет, вара амӑшӗ патне ҫыру ҫырать.

Отто Кугель решил сделать сначала очередную запись в дневнике, а потом, когда успокоится, соберется с мыслями и вспомнит все ласковые слова, взяться за письмо к матери.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель телейсӗр амӑшӗ пирки пӑшӑрханать, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ӑна час-часах ҫыру ҫырать.

Отто Кугель беспокоился о несчастной матери и писал ей часто.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Брюгмана пӗр Отто Кугель ҫеҫ вӑхӑтран вӑхӑта итлекелерӗ, хура куҫхаршисене салхуллӑн ҫӗклекелесе ун ҫине тӗксӗммӗн тинкерчӗ…

Лишь Отто Кугель иногда слушал Брюгмана, мрачно сдвигая черные брови и вонзая в обер-сержанта темный взгляд…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫитменнине тата Кугель иртнӗ кунсенче те яланах пуҫ ыратать, чирлерӗм, тесе ӳпкелешнине пурте пӗлеҫҫӗ.

К тому же всем было известно, что Кугель в последние дни часто жаловался на головные боли и недомогание.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑҫтан вӑхӑт пултӑр-ха Кугель ҫине ҫаврӑнса пӑхма?

Когда же было обращать внимание на Кугеля?

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Аслӑ салтак Отто Кугель, Лейпцигра линотипист пулса ӗҫленӗскер, кӗлӗрен чӗмсӗр те салхуллӑ таврӑнчӗ.

…Старший солдат Отто Кугель, линотипист из Лейпцига, вернулся с богослужения молчаливым и угрюмым.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех