Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Коршуновсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коршуновсем ҫемйипе Дон леш енне тарса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл япӑх ҫисе пурӑннӑ курӑнать.

Он, как видно, плохо питался после того, как вся коршуновская семья уехала за Дон.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка малтанах Коршуновсем патне кайма, унтан каҫ сӗмӗпе площаде таврӑнма, тӗттӗмпе усӑ курса, Моховсен, ытти купцасемпе пупсен ҫурчӗсене вут тивертсе яма шутларӗ.

И Мишка решил поехать к Коршуновым, а в сумерках вернуться на плац и под прикрытием темноты запалить моховский и остальные купеческие и поповские дома.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрӗпеле каччине чиркӗве лартса тухса кайсассӑнах Коршуновсем килсе ҫитрӗҫ.

Коршуновы приехали уже после того, как жениха с невестой увезли в церковь.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсем патӗнче каннӑ лашасем Мелеховсен килӗ еннелле юлашки халтан кайса вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Отдохнувшие у Коршуновых лошади шли, добираясь до мелиховского база, из последних сил.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иккӗмӗш работникӗ, Мигулински станицӑран килнӗ хура ӳтлӗ имшеркке пӗчӗк казак, Михей ятлӑскер, Коршуновсем патӗнче нумаях пулмасть пурӑнма пуҫланӑ; ҫунса кайса ҫука юлнӑ хыҫҫӑн вӑл работнике килсе кӗнӗ те Гетькӑпа (Геть-Бабана кӗскен ҫапла чӗнеҫҫӗ) туслашнӑ, унтан хутран-ситрен хӑй те ӗҫкелеме тытӑннӑ.

Второй, мозглявый и смуглый казачок станицы Мигулинской, по имени Михей, жил у Коршуновых недавно; разоренный пожаром, нанялся в работники и, сдружившись с Гетьком (так сокращенно звали Геть-Бабу), начал время от времени попивать.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсем патӗнче ӗҫлесе пурӑнакан работниксем те хӑйсен виҫерен ытлах мар хаваслӑхне палӑрткалаҫҫӗ.

Сдержанную радость выказывали и работники, постоянно жившие у Коршуновых.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсем хӑйсен хӗрӗ валли Григорий пек каччӑ кӑна мар тупма пултарнӑ.

Коршуновы для своей дочери жениха не такого, как Григорий, могли подыскать.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Татарски хуторта Коршуновсем чи чаплӑ пуянсем шутланаҫҫӗ.

Коршуновы слыли первыми богачами в хуторе Татарском.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсем патне пулас, Наталйӑна илсе парасшӑн пулмалла.

Кубыть, к Коршуновым, за ихнюю Наталью.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех