Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫа сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫа (тĕпĕ: каҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Ҫавӑн пекех килсӗр-ҫуртсӑр, ӑҫта каҫа юлнӑ унта чарӑнакан ҫынна та шанма ҫук.

29. Так и человеку, не имеющему оседлости и останавливающемуся для ночлега там, где он запоздает.

Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иртен каҫа ҫитиччен вӑхӑт улӑшӑнать, Ҫӳлхуҫа умӗнче пурте хӑвӑрт иртет.

26. От утра до вечера изменяется время, и все скоротечно пред Господом.

Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫак сӗм тӗттӗм каҫа нимӗнле вут-ҫулӑм та уҫса ярайман, ҫӑлтӑрсен ялтӑр ҫути те ҫутатма пултарайман.

5. И никакая сила огня не могла озарить, ни яркий блеск звезд не в состоянии был осветить этой мрачной ночи.

Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.

3. Славьте Господа господствующих, ибо вовек милость Его; 4. Того, Который один творит чудеса великие, ибо вовек милость Его; 5. Который сотворил небеса премудро, ибо вовек милость Его; 6. утвердил землю на водах, ибо вовек милость Его; 7. сотворил светила великие, ибо вовек милость Его; 8. солнце - для управления днем, ибо вовек милость Его; 9. луну и звезды - для управления ночью, ибо вовек милость Его; 10. поразил Египет в первенцах его, ибо вовек милость Его; 11. и вывел Израиля из среды его, ибо вовек милость Его; 12. рукою крепкою и мышцею простертою, ибо вовек милость Его; 13. разделил Чермное море, ибо вовек милость Его; 14. и провел Израиля посреди его, ибо вовек милость Его; 15. и низверг фараона и войско его в море Чермное, ибо вовек милость Его; 16. провел народ Свой чрез пустыню, ибо вовек милость Его; 17. поразил царей великих, ибо вовек милость Его; 18. и убил царей сильных, ибо вовек милость Его; 19. Сигона, царя Аморрейского, ибо вовек милость Его; 20. и Ога, царя Васанского, ибо вовек милость Его; 21. и отдал землю их в наследие, ибо вовек милость Его; 22. в наследие Израилю, рабу Своему, ибо вовек милость Его; 23. вспомнил нас в унижении нашем, ибо вовек милость Его; 24. и избавил нас от врагов наших, ибо вовек милость Его; 25. дает пищу всякой плоти, ибо вовек милость Его.

Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пӗр кун тепӗр куна каласа кӑтартать, пӗр каҫ тепӗр каҫа вӗрентет.

3. День дню передает речь, и ночь ночи открывает знание.

Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Халӑхсене хӑйсен вырӑнӗнчех пӗтерес каҫа ан кӗт эсӗ.

20. Не желай той ночи, когда народы истребляются на своем месте.

Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ ҫав ҫынна каланӑ: тепӗр каҫа юл-ха, савӑн-ха, тенӗ.

И сказал отец молодой женщины человеку тому: останься еще на ночь, и пусть повеселится сердце твое.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑшпӗр чухне ҫӗр каҫа 4-5 юрӑ валли кӗвӗ ҫырӑнать.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

2 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, ҫӗр каҫа лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Савӑта ӑшӑ чӗркесе ҫӗр каҫа лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унтан пурте хӗл каҫа пуҫтарӑннӑ киревсӗрлӗхе, наянлӑха, ытти ырӑ мар ӗҫсене пӑрахӑҫласа катемпие ҫунтарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Курница пек ҫурт-йӗр, картара йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх, ҫу каҫа ҫемьепе тӑрмашмалӑх ҫӗрӗ те ҫителӗклӗ, техники те тӗрлӗрен.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Чи ҫепӗҫ те ӑшӑ сӑмахсене кун каҫа миҫе хут каламаҫҫӗ-ши ачисем вӗсене?

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Левенӗн, «пуйма калӑма» ҫӳрекенӗн, каҫа юласси час-час пулкалать.

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каҫа хирӗҫ ҫула тухма хушман: «Каҫхи ҫула кашкӑр картлать», — тенӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫынни эс халь пӗчӗк мар-ха, пурпӗр пит каҫа юлса та ан тух.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑхӑт кӗске ман, каҫа станцине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫа ҫыннӑрсене шкула пуҫтараймӑр-ши?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫимун хӑта каҫа таврӑнса ҫитмесен, значӑтнӑ, Потаповӗ патне хам кайса килетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумӑрӗ пӑт-пат ӳккелерӗ те, каҫа хирӗҫ тӳпе тасалчӗ, хӗвел курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех