Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫа сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫа (тĕпĕ: каҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫа хирӗҫ Савантер хӑй ытлашшипех ҫисе тултарнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫӗрех тухса кайсан ыран каҫа унта пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, итлемест тесе вӑл ман Кӗлчечеке каҫа хирӗҫ сивӗ нӳхрепе хупса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юратать ҫакӑн пек каҫа Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗвенте ҫӑлтӑр ҫуллахи каҫа пӗлӗт тӳпине ярса кивет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑраса ӳкнипе шарламасӑр тӑнӑ Анук инке сӑхманне хӑпӑл-хапӑл тӑхӑнчӗ те каҫа пӑхмасӑр урамалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каҫа романтика тӗлпулӑвӗнче ирттерӗр.

Проведите вечер за романтическим свиданием.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Машини патне таврӑнсан, татах тӑркаларӗ тӑвӑнса ҫитнӗ чунпа, «ҫамрӑк хурҫӑ ӑйӑрне» апла та капла виҫкелесе, куҫне нимӗрӗлнӗ тӗлсем лекесрен шикленсе, вара ун-кун витерсе пӑхкаласа илчӗ: тӗрӗссипе каласан, вӑл вӑрмантан ӑнсӑртран татах пӗр-пӗр каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ е урӑх ӗҫлӗ ҫын тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлне ҫыртса, пӑвӑнса, вӑрманӑн кӗрхи кӑмӑска шӑршиллӗ сывлӑшне кӑкӑр тулли ҫӑта-ҫӑта, хӑйпе хӑй тулашса, малаллах талпӑнать-ха каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ: чӑш-чаш, чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, тӑнк-танк…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллӑ ӗнтӗ: арҫын, каҫа юлнӑ вӑрман хӑни, хӑйне лартса кайма тилмӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Айта каяр, кӗҫӗрхи каҫа та пулин пӗрле ирттерер, ыран хулана таврӑнатпӑр, унта…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ӑна кӗркунне вӗлле хурчӗсене апатланма парсан хӗл каҫа тата хытатать.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ӗҫ вӑхӑтӗнче кам ӑҫта кайса ҫӳренине, пайсенче кӑнтӑрла мӗн-мӗн калаҫнине тата аслисем ҫинчен кун каҫа хӑй илтнӗ сӑмахсене йӑлтах директора каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

— Еплерех ҫивӗч ман шӑлсем, кун каҫа эпӗ миҫе лӑпӑ ешӗл курӑк ҫиместӗп пулӗ, — мухтанчӗ пӑру, — хур чӗппи ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса, — эсӗ эрнере те ун чухлӗ курӑк ҫиес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

— Вӗсемпе калаҫмасӑр та манӑн пуҫ канаймасть, ӗҫре ҫӗр ыйту татса памалла кун каҫа.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Ӑҫта ҫапкаланса ҫӳрерӗн, ачам, ҫӗр каҫа?

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫанталӑк каҫа хирӗҫ самаях шӑнтрӗ пулин те, утнӑ чухне ура шӑнмарӗ, анчах кайран, сивӗ чиркӳре тӑнӑ чух, пӑрлӑ шыв шӑмӑсене витӗр ҫапнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех