Шырав
Шырав ĕçĕ:
Евҫей Антонович вӑтам пӳ-силлӗ, хыткан, анчах патвар шӑнӑрлӑ; ун кӗлетки каччӑнни пек пиҫӗ, йӑрӑс, утти сулмаклӑ та ҫӑмӑл.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Куҫсем пурте ун ҫине пӑхаҫҫӗ пек: пӗрисем — пысӑк та хӑмӑр, леш, асаплантарнипе ҫӳҫӗ шуралнӑ каччӑнни пек, теприсем — сӑмала пекех хура, иртнӗ эрнере хӑй вӑрманта салтаксене пусмӑрлама панӑ хӗрӗннӗ пек.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл хальхи Григорий пулмарӗ; куҫне ӗшенчӗклӗн хӗстерсе пӑхакан, хура мӑйӑх вӗҫӗсем сарӑхнӑ, тӑнлавӗсем вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ тата ҫамки хаяррӑн пӗркеленнӗ, мӑнӑ, хӑюллӑ, пурнӑҫ тути-масине пайтах астивсе курнӑ — вӑрҫӑ ҫулӗсенче хуйхӑ-суйхӑпа асап нихҫан тикӗсленми йӗрсем хӑварнӑ тӗреклӗ казак пулмарӗ; ун куҫӗ умне ҫамрӑк пирки ачашлама тӳрккесрех те майне-шывне пит пӗлсех кайман, каччӑнни пек ҫаврака та ҫинҫе мӑйлӑ тата тути яланах ним шухӑшсӑр кулӑпа ейӗлекен ӗлӗкхи Гришка Мелехов тухса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Штокман хӑй умӗнче утса пыракан хӗрлӗармеецӑн патвар, йӑрӑс тӳрӗ те тӑлпан хул-ҫурӑмӗ ҫине, шинель ҫухипе ҫӗлӗкӗ хушшинче курӑнакан хӗрлӗ те таса, кӗреш каччӑнни пек ҫаврака майӗ ҫине тӑван ашшӗ пек киленсе пӑхрӗ, унтан куҫне юнашар утакан кӳрши ҫине куҫарчӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан пӗр самантлӑха чӗмсӗр шӑплӑх — кайран каллех вара ҫав сасах, анчах хальхинче ҫамрӑк каччӑнни пек урмӑшшӑн хӑркӑлтатса, ыратнипе тытӑнчӑклӑн таткаланса тухаканскер, саламатсем шӑхӑра-шӑхӑра тивмессерен кӗскен ҫухӑрса, чыхӑна-чыхӑна уйрӑм сӑмахсене сыпӑнтарчӗ:
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӑварне хӑлхисем таран карнӑ, сӑн-пичӗ ҫиҫсе кӑна тӑрать — халь тин авланнӑ каччӑнни пек!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Каччӑнни пекех», — теҫҫӗ врачсем.
Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
- 1