Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ишлей (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Геннадий Конновпа Нина Антонова штатра тӑман корреспондентсем 15 ҫула яхӑн Ишлей райпоне ертсе пынӑ А.А. Яичников ятне пӗрин хыҫҫӑн тепри асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Етӗрнекасси Ишлей ял советне кӗме тытӑнсан ачасем те Ишлейре вӗренме пуҫланӑ.

Когда Ядринкасы вошли в состав Ишлейского сельского совета, дети тоже начали учиться в Ишлеях.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

1973 ҫулта пысӑк плотина тӑвиччен етӗрнекассисем Ишлей станцине поезд ҫине ҫитме пирӗн ял витӗр те тухатчӗҫ – тӳррӗн утма ҫул пурччӗ.

В 1973 году, пока не было большой плотины, ядринцы, чтоб попасть на поезд Ишлейской станции, проходили через нашу деревню, дабы была дорога напрямик.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кӑнтӑрта, Ишлей еннелле – уҫӑ та илемлӗ вырӑн, питӗ аякра – Хурамакасси, Олкаш, Шайкилт ялӗсем курӑнаҫҫӗ, уяр ҫанталӑкра – Муркаш районӗнчи Шурча та.

На юге, в сторону Ишлеи - открытая и красивая местность, в дали виднеются Хорамакассы, Олгаши, Шайгильдино, в ясную погоду и Акрамово Моргаушского района.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ишлей РайПОвӗн ертӳҫи Татьяна Павлова Ырашпулӑх, Ҫатра Марка, Мускаринкасси, Станьял ялӗсенче лавккасене илсе ҫитерекен хытӑ сийлӗ ҫулсем кирлине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе, ачасен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Ишлей ял тӑрӑхӗнче те сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Унӑн мӑшӑрӗ Ишлей ялӗнче ӳснӗ, кунти шкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Общество Ишек, Тӑрӑн, Ишлей ял тӑрӑхӗсенче продукци туса илме ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 1100 гектар ҫӗре тара илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ашшӗ Валериан Дмитриевич пушарнӑйра, амӑшӗ Наталья Анатольевна Ишлей райповӗн Ишекри лавккинче вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

32 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел, Куславкка районӗнчи Энтри Пасар, Кунер, Тӗрлемес, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Хуракасси, Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав, Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ял, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав, Чурачӑк, Шупашкар районӗнчи Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер, Ишлей, Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь, Хӗрлӗ Октябрь, Макарин, Вырӑс Улхашӗ, Тӑванкасси, Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш, Мӑн Шемертен, Иваньково, Мучар, Советски, Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа, Елчӗк, Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗсенче тата Куславкка районӗнчи Куславкка, Вӑрмар районӗнчи Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрвӑрри хула тӑрӑхӗсенче/ коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗн индексӗ 6,7% пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

2015 ҫул-хи кӑтартусем тӑрӑх пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарас енӗпе пӗрремӗш вырӑна - Ишлей райповӗ, иккӗмӗш вырӑна - Ҫӗрпӳ райповӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Муркаш райповӗ тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Амӑшӗ Ишлей тӑрӑхне качча тухнӑ аппӑшӗ патне пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ.

Мать написала письмо о помощи к сестре, вышедшей замуж в Ишлеи.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех