Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иофор (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Моисей хунӗ [Иофор] вӑл халӑха мӗн тунине пурне те курнӑ та каланӑ: эсӗ халӑха капла мӗн тӑватӑн? мӗншӗн эсӗ ху анчах ларатӑн, пӗтӗм халӑх сан умӑнта иртен пуҫласа каҫчен ура ҫинче тӑрать? тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Моисей хунӗ Иофор пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Турра парне кӳнӗ, ытти парне те кӳнӗ; Аарон тата Израилӗн пӗтӗм аслӑ ҫынни Моисей хунӗпе пӗрле Турӑ умӗнче ҫӑкӑр ҫиме пынӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иофор каланӑ: сире Египет ҫыннисен аллинчен, фараон аллинчен хӑтарнӑ, ҫакӑ халӑха Египет ҫыннисен пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ; 11. халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ, хӑйсене Израиль ҫыннисенчен асла хуракансене Вӑл ҫакна кӑтартрӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Египет ҫыннисен аллинчен [тата фараон аллинчен] хӑтарнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Израиле кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхсемшӗн Иофор пӗтӗм чӗререн савӑннӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисей хунӗ Иофор унӑн ывӑлӗсемпе, унӑн арӑмӗпе пӗрле Моисей патне пушхире, Турӑ тӑвӗ патӗнче тапӑрӑн ларса тухнӑ ҫӗре, ҫитнӗ те 6. Моисее хыпар тунӑ: эпӗ, Иофор хуню, сан патна пыратӑп, арӑму та, унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ те пыраҫҫӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иофор Моисее: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1