Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ионафанӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ.

14. И похоронили кости Саула и Ионафана, сына его, [и кости повешенных на солнце] в земле Вениаминовой, в Цела, во гробе Киса, отца его.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.

13. И перенес он оттуда кости Саула и кости Ионафана, сына его; и собрали кости повешенных [на солнце].

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Давид ӗнтӗ Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене Галаадри Иавис ҫыннисенчен кайса илнӗ: филистимсем Саула Гелвуй тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ хыҫҫӑн унӑн ӳчӗпе Ионафан ӳтне Беф-Санра ҫакса хурсан, Иавис ҫыннисем вӗсене вӑрттӑн хӑйсен хулине илсе кайнӑ пулнӑ.

12. И пошел Давид и взял кости Саула и кости Ионафана, сына его, у жителей Иависа Галаадского, которые тайно взяли их с площади Беф-Сана, где они были повешены Филистимлянами, когда убили Филистимляне Саула на Гелвуе.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Анчах патша, хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен.

7. Но пощадил царь Мемфивосфея, сына Ионафана, сына Саулова, ради клятвы именем Господним, которая была между ними, между Давидом и Ионафаном, сыном Сауловым.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Мемфивосфей те — Саул [ывӑлӗн Ионафанӑн] ывӑлӗ — патшана кӗтсе илме тухнӑ.

24. И Мемфивосфей, сын [Ионафана, сына] Саулова, вышел навстречу царю.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

6. И пришел Мемфивосфей, сын Ионафана, сына Саулова, к Давиду, и пал на лице свое, и поклонился [царю].

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ уксах пулнӑ.

4. У Ионафана, сына Саулова, был сын хромой.

2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид Саулпа калаҫса пӗтерсессӗн, Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ.

1. Когда кончил Давид разговор с Саулом, душа Ионафана прилепилась к душе его, и полюбил его Ионафан, как свою душу.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Анчах халӑх Саула каланӑ: Израиле ҫакӑн пек хӑватлӑн ҫӑлса хӑварнӑ Ионафанӑн вилмелле-и?

45. Но народ сказал Саулу: Ионафану ли умереть, который доставил столь великое спасение Израилю?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑнпа та [Михмас] вӑрҫинче Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ халӑхӑн хӗҫ те, сӑнӑ та пулман, вӗсем Саулпа Ионафанӑн, унӑн ывӑлӗн, ҫеҫ пулнӑ.

22. Поэтому во время войны [Михмасской] не было ни меча, ни копья у всего народа, бывшего с Саулом и Ионафаном, а только нашлись они у Саула и Ионафана, сына его.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех