Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Исаия та каланӑ: «Иессей тымарӗнчен Хунав тухӗ, Вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ; суя тӗнлисем Ӑна шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫинчен пӗлтерсе каланӑ: «Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫынна — Давида, Иессей ывӑлне — тупрӑм; вӑл Эпӗ тӑвас тенине пурне те пурӑнӑҫа килтерӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: халӑхсемшӗн ялав пек пулакан Иессей тымарӗ патне суя тӗнлисем килӗҫ — вара ҫав вырӑн мухтавлӑ пулӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Иессей тымарӗнчен хунав тухӗ, унӑн тымарӗнчен турат ӳссе ҫитӗнӗ.1. И произойдет отрасль от корня Иессеева, и ветвь произрастет от корня его;
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давидӑн, Иессей ывӑлӗн, кӗллисем вӗҫленчӗҫ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ровоам Махалафӑна — Давид ывӑлӗн Иеромофӑн хӗрне, унтан Авихаиле — Иессей ывӑлӗн Елиавӑн хӗрне — качча илнӗ, 19. Авихаиль ӑна ывӑлсем — Иеуса, Шемарияна тата Загама — ҫуратса панӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар!
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иессей ывӑлӗ Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Амасая, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхне, сывлӑш хупӑрласа илнӗ те, вӑл ҫапла каланӑ: Давид, сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, Иессей ывӑлӗ, эпир санпала; сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, сана пулӑшакансене те тӑнӑҫлӑх пултӑр: сана Турру пулӑшать!
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑншӑн вӗлернӗ те Вӑл ӑна, патшалӑха вара Давида, Иессей ывӑлне, панӑ.За то Он и умертвил его, и передал царство Давиду, сыну Иессееву.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Арамран вара Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон, Иуда ывӑлӗсен ҫулпуҫӗ, ҫуралнӑ; 11. Наассонран Салмон ҫуралнӑ, Салмонран Вооз ҫуралнӑ; 12. Воозран Овид ҫуралнӑ, Овидран Иессей ҫуралнӑ; 13. Иессейрен — малтанхи ывӑлӗ Елиав, иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма, 14. тӑваттӑмӗшӗ — Нафанаил, пиллӗкӗмӗшӗ — Раддай, 15. улттӑмӗшӗ — Оцем, ҫиччӗмӗшӗ Давид ҫуралнӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара халӑх патшана хуравласа ҫапла каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр? пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар!
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑ — Давидӑн юлашки сӑмахӗ, Иессей ывӑлӗ Давид калани, ҫӳле ҫӗкленнӗ ар, Иаков Турри ҫу сӗрнӗскерӗ, Израиль ҫӗрӗн мухтавлӑ юрӑҫи калани.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей ывӑлӗ кам-ха тата? хальхаҫҫӑн хӑйсен хуҫинчен тарса ҫӳрекен чурасем нумайланса кайрӗҫ; 11. эпӗ ку ҫынсем ӑҫтан килнине те пӗлместӗп, манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и? тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Саул ӑна каланӑ: эсир, Иессей ывӑлӗпе иксӗр, мӗншӗн мана хирӗҫ каварлашнӑ, мӗншӗн эсӗ ӑна ҫӑкӑр тата хӗҫ панӑ, уншӑн Турра тархасланӑ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — вӑл мана хирӗҫ тӑтӑр, вӑрттӑн кавар тутӑр терӗн-им? тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саул тарҫисемпе пӗрле тӑракан Идумея ҫынни Доик ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ Иессей ывӑлӗ Номва хулине Ахитув ывӑлӗ Ахимелех патне килнине куртӑм, 10. лешӗ уншӑн Ҫӳлхуҫана тархасларӗ, ӑна апат-ҫимӗҫ те, Голиаф филистимӑн хӗҫне те пачӗ, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей ывӑлӗ сире пурне те уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем парать-и вара, сире пурне те пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тӑвать-и? 8. мӗн эсир пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ, манӑн ывӑл Иессей ывӑлӗпе туслашнӑ чухне ҫавӑн ҫинчен мана никам та пӗлтермерӗ, манӑн ывӑл мана хирӗҫ манӑн чурана вӑрттӑн кавар тума хӗтӗртнӗ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн чухне мӗншӗн эсир мана хӗрхенмерӗр, мӗншӗн ҫавна мана уҫса памарӑр? тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2