Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑн чухне Саул, Ионафана ҫилленсе, кӑтӑрсах кайнӑ: юрӑхсӑр, путсӗр ывӑл! эсӗ хӑвна тата хӑвӑн аннӳне намӑса хӑварса, Иессей ывӑлӗпе туслашса кайнине пӗлместӗп-им эпӗ?
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне Саул хӑйӗн ывӑлне Ионафана каланӑ: мӗншӗн-ха Иессей ывӑлӗ ӗнер те, паян та апата килмерӗ? тенӗ.Тогда сказал Саул сыну своему Ионафану: почему сын Иессеев не пришел к обеду ни вчера, ни сегодня?
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: Вифлеемра пурӑнакан Иессей чурун ывӑлӗ пулатӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар; 18. ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.Этот человек во дни Саула достиг старости и был старший между мужами.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иессей ӗнтӗ ашакӗ ҫине ҫӑкӑрпа пӗр такмак эрех хурса тата пӗр качака путекки парса Давида, хӑйӗн ывӑлне, Саул патне янӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.19. И послал Саул вестников к Иессею и сказал: пошли ко мне Давида, сына твоего, который при стаде.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иессей ҫын ярса чӗнтерсе килнӗ ӑна.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей хуравланӑ: тата чи кӗҫӗнни пур-ха; вӑл сурӑх кӗтет, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла Иессей Самуил патне хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне те ҫавӑтса пынӑ, анчах Самуил Иессее каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫаксенчен нихӑшне те суйламан, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иессей Саммана ҫавӑтса пынӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.9. И подвел Иессей Самму, и сказал Самуил: и этого не избрал Господь.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иессей вара Аминадава чӗнсе илнӗ те ӑна Самуил патне илсе пырса тӑратнӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.8. И позвал Иессей Аминадава и подвел его к Самуилу, и сказал Самуил: и этого не избрал Господь.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӑйракуна йывӑҫ ҫӑвӗ тултар та кай; Эпӗ сана Вифлеем ҫынни Иессей патне яратӑп: унӑн ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ Хам валли патша пӑхса хутӑм, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Фарес йӑхӗ ҫакӑ: Фаресран Есром ҫуралнӑ; 19. Есромран Арам ҫуралнӑ; Арамран Аминадав ҫуралнӑ; 20. Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 21. Салмонран Вооз ҫуралнӑ; Воозран Овид ҫуралнӑ; 22. Овидран Иессей ҫуралнӑ; Иессейрен Давид ҫуралнӑ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2