Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иезавеле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иезавеле пытарма тесе пынӑ, анчах пуҫ купташкисӗр, алӑ шӑммисемсӗр, ура шӑммисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те тупайман.35. И пошли хоронить ее, и не нашли от нее ничего, кроме черепа, и ног, и кистей рук.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иезавеле кӑларса ывӑтнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ.1. И пересказал Ахав Иезавели все, что сделал Илия, и то, что он убил всех пророков мечом.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1