Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иванӗн (тĕпĕ: Иван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре кравать ҫинче выртнӑ вӑхӑтра ӗне юрри-варри ҫиес килсе кайнӑ Хурама Иванӗн: сӗт, ҫу, чӑкӑт, уйран тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

«Пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе, пӗтӗҫтерсе тӑракан центр кунта Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗ пулнӑ. Институт Н. Ашмаринӑн (31 т. ), Н. Никольскин (238 т. ), И. Никитинӑн (Юркки Иванӗн), И. Юркинӑн, Н. Романовӑн, Г. Комиссаровӑн, К. Эллен, И. Патмарӑн, И. Одюковӑн тата ыттисен ятарлӑ фончӗсене илнӗ», — тесе палӑртать Г.Ф. Юмарт.

«Центром организации и объединения всей работы здесь стал Чувашский институт научного исследования. Институт приобрел специальные фонды Н. Ашмарина (31 т. ), Н. Никольского (238 т. ), И. Никитина (Ивана Юркки), И. Юркина, Н. Романова, Г. Комиссарова, К. Эллена, И. Патмара, И. Одюкова и др.», — отмечает Г.Ф. Юмарт.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ман шутпа, Николай Сергеевич Ахах Иванӗн сӑн-сӑпатне лайӑх кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пӗррехинче Хветька Урпашри Илмекке Иванӗн хупахне кӗнӗ те ылтӑн укҫа пуль тесе пӗр кӗсье пӑхӑр йӑтса тухса кайнӑ.

Раз Хветька завалился в Урбаше в кабак и вместо золотых монет выгреб целый карман меди.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Катрам Иванӗн унӑн чипер машинист та ҫук!

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗн шухӑшӗ час-часах пӗр япала пиркиех икӗ терлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку Сехре Иванӗн кӑмӑлне тата ытларах хӑпартлантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та Катрам Иванӗн сӑмахӗ килӗшӳллӗ пулчӗ, Нилов каланӑ хыҫҫӑн вӑл колхозниксен шухӑшне пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗн икӗ алла пӗр ӗҫ: вӑл килте те, колхозра та выльӑх пӑхать, килте ун пӗр качака пур, колхозра вунӑ лаша пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӳрече патӗнче тӑракан Ятман, тарланӑ кантӑка шӑлса, Сехре Иванӗн пахчи урлӑ ҫырма леш еннелле, Тутаркас ялӗн сӑрталла тӳп-тӳрӗ хӑпаракан урамӗ ҫинелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анатарах, урамӑн сулахай енче, Кукай Хветӗрӗн кил-ҫурчӗпе (халӗ Пракох Иванӗн) юнашар ман вӑхӑтрисем тӑватӑ класс вӗреннӗ шкул ҫурчӗччӗ.

Ниже, на левой стороне улицы, рядом с домом Федора Кугай (теперь принадлежит Ивану Пракоху) было здание школы, в котором в мои времена учились четыре класса.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Курччӑр, пӗлччӗр: аркансах арканман-ха Кавӗрле Иванӗн килйышӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑнах та, тепӗр кунне Сӗрӗм Иванӗн характерӗ пӑсӑлма пуҫлани самаях палӑрма тытӑннӑ…

И действительно, со следующего утра стало заметно, что у Ивана Дымы начал портиться характер…

XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫапла калаҫкаласа, эпир Лорх Иванӗн крыльцаллӑ вӗр-ҫӗнӗ пӳрчӗ тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Лорх Иванӗн чунӗ сисӗмлӗ те вӗри.

У Ивана Лорха душа чуткая и горячая.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Калаҫасси те Лорх Иванӗн хамӑр ял ҫыннисенчен уйрӑм мар.

И говор у Ивана Лорха не отличался от других жителей нашей деревни.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Лорх Иванӗн те кӑмӑлӗ ырӑ паян.

Иван Лорх сегодня тоже в хорошем настроении.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Акӑ Лери Иванӗн хӗрачи пысӑк температурӑпа халь-халь вилсе каяс пек выртать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Кунта питӗ хальхи шухӑшсем те пур: килӗшӳллӗ ҫемье тӑвасси (кӑна кил-йышӑн ӑслӑ пирӗштийӗ — Лукар акка сӑнарӗпе кӑтартнӑ), колхоза мӗнле майпа мала кӑларасси (кӑна «демократиллӗ» организаторӑн Лери Иванӗн сӑнарӗ урлӑ уҫса панӑ).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пуриссен Иванӗн те пичетленни вунӑ кӗнекерен иртет.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех