Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иванычӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам айӑплӑран йӑр, мӗн ҫуралнӑранпах ӑраскалӑм ҫавнашкал пулнӑран телейсӗр тата ман шӑпам инкеклӗ Карл Иванычӑн шӑпине пӗр евӗрлӗ тесе шухӑшлани мана кӑштах лӑплантарчӗ.

Мне отрадно думать, что я несчастен не потому, что виноват, но потому, что такова моя судьба с самого моего рождения и что участь моя похожа на участь несчастного Карла Иваныча.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иванычӑн иртнӗ пурнӑҫӗ

История Карла Иваныча

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Перчетке Карл Иванычӑн пулнине ӑнлантартӑм, Карл Иваныч хӑй мӗнле ҫын пулни, хӗрлӗ калпакне хывсан вӑл кулӑшла курӑнни, пӗррехинче симӗс бекешӑпа лаша ҫинчен ӳкни — тӳрех кӳленчӗке лекни т. ыт.

Я объяснил, что перчатка принадлежала Карлу Иванычу, распространился, даже насколько иронически, о самой особе Карла Иваныча, о том, какой он бывает смешной, когда снимает красную шапочку, и о том, как он раз в зеленой бекеше упал с лошади — прямо в лужу, и т. п.

XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иванычӑн хӑрах хӑлхи илтместчӗ, халь рояль каланӑран пачах та илтмест.

Карл Иваныч был глух на одно ухо, а теперь от шума за роялем вовсе ничего не слыхал.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Алӑкран сулахайра икӗ пӗчӗк ҫӳлӗк пур: пӗри — пирӗн, ачасен, тепри — Карл Иванычӑн, хӑйӗн.

Налево от двери были две полочки: одна — наша, детская, другая — Карла Иваныча, собственная.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Николай пичче кӗчӗ, вӑл пӗчӗк те тап-таса ҫын, яланах шухӑшлӑ ҫӳрет, тирпейлӗхе юратать, ҫынна сума сӑвать, вӑл Карл Иванычӑн ҫывӑх тусӗ.

Вошел дядька Николай — маленький, чистенький человечек, всегда серьезный, аккуратный, почтительный и большой приятель Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Иван Иванычӑн ӗҫ пӑшал пенипе пӗтмен.

Работа Ивана Иваныча не кончилась стрельбой.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Иван Иванычӑн ку пӑшал пенипех ӗҫӗ пӗтмерӗ-ха.

Работа Ивана Иваныча не кончилась стрельбой.

IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Павел Константиныч ҫав тери ӗнентерсе калама ӑста пулнӑ, ҫавӑнпа хозяйка, Павел Константиныч яланах арӑмне хирӗҫ пынине тата Михаил Иванычӑн киревсӗр туйне сирсе ярас тесе Верочкӑпа Лопухова юриех пӗрлештернине ӗнентерӳллӗ кӑтартса парас мар пулсан та, Павел Константиныча каҫарнӑ пулӗччӗ.

А убедительность этого дара была так велика, что хозяйка простила бы Павла Константиныча, если б и не было осязательных доказательств, что он постоянно действовал против жены и нарочно свел Верочку с Лопуховым, чтобы отвратить неблагородную женитьбу Михаила Иваныча.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Михаил Иваныч Верочкӑна парнесем пачӗ; вӗсене вӑл Марья Алексевна урлӑ пачӗ, вӗсем ӗнтӗ, Анна Петровна сехечӗ пекех, Марья Алексевна аллинче юлчӗҫ, анчах та пур парне те мар; хӑшпӗр йӳнӗрех парнесене Марья Алексевна Верочкӑна салукран илмен япаласем тесе пачӗ: Михаил Иванычӑн хӑйӗн япалисенчен хӑшне те пулин ҫураҫнӑ хӗр ҫинче курмалла пулнӑ-ҫке-ха.

Жених делал подарки Верочке: они делались через Марью Алексевну и, конечно, оставались у ней, подобно часам Анны Петровны, впрочем, не все; иные, которые подешевле, Марья Алексевна отдавала Верочке под именем вещей, оставшихся невыкупленными в залоге: надобно же было, чтобы жених видел хоть некоторые из своих вещей на невесте.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Иван Иванычӑн темле йӗкӗрле хушамат — Чимша-Гималайский пулнӑ.

У Ивана Иваныча была довольно странная, двойная фамилия — Чимша-Гималайский.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Иван Иванычӑн эрехпе консерва тавраш пурччӗ-ха, анчах вӑл хӑй эрехӗпе консервине илсе пынӑ та, ку лешин пекки мар, терӗ.

У Ивана Иваныча были вино и консервы, но моряк сказал, что это не то, и принёс свои вино и консервы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллашма кӗчӗ те вӑл, чи малтанхи сӑмахӗнчех хӑйне Иван Иванычӑн тусӗ, терӗ, Полярнӑя вӑл шыв айӗнче ҫӳрекен кимӗсенчен темле хӑтармалли приборсене сӑнаса пӑхма килнӗ имӗш.

Он зашёл познакомиться и с первого слова объявил, что он — коллега Ивана Иваныча, приехавший в Полярное, чтобы испытать на подводных лодках какие-то спасательные приборы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех