Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паян каҫа хӑнасем сахал мар пуҫтарӑнаҫҫӗ пулас-ха — буфетра та халичченхи пек мар вӗтеленеҫҫӗ, хӑна пӳлӗмӗпе зал ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, хам тахҫантанпа пӗлсе тӑракан япаласем те уяври пек ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ, Иван Иваныч князь та ахальтенех ярса парас ҫук вӗт хӑйӗн музыкине пирӗн пата.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн пирӗн савнӑ Наталья Николаевна килмен? — сасартӑк ыйтрӗ Иван Иваныч князь пӗр хушӑ чӗнмӗсӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне, чипер ҫи-пуҫне, хӑюллӑхне, чаплӑ та вӑйлӑ тӑванӗсене тата уйрӑмах телейне пула, Иван Иваныч князь иртнӗ ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ҫамрӑклах питӗ пысӑк вырӑнти ҫын пулса тӑрать.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иван Иваныч князь
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем хӗрес патне пыма тытӑнсан, эпӗ сасартӑк сирсе сирӗлми йывӑр именӳ тыткӑнне лекрӗм, хамӑн парнене кукамая парнелеме хӑюлӑх ҫитерес ҫуккине туйса илтӗм те Карл Иваныч ҫурӑмӗ хыҫне пытантӑм; вӑл, кукамая чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе саламласа, коробкине сылтӑмминчен сулахай аллине куҫарчӗ, ӑна менелник ҫыннине тыттарчӗ те Володьӑна вырӑн пама темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч зал алӑкне уҫнӑ вӑхӑтра риза тӑхӑннӑ пуп молебен пуҫласа ячӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч аллине хӑй тунӑ коробкӑна тытнӑ, Володя аллинче — ӳкерчӗк, ман алӑра — сӑвӑ; харпӑр хӑй парнине панӑ чух саламласа каламалли сӑмахсем пурин те чӗлхе вӗҫӗнчех тӑраҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ манишкӑна Карл Иваныч патне илсе кӗнӗ ҫӗре вӑл ӑна кирлӗ те пулман: Карл Иваныч урӑххине тӑхӑннӑ та, сӗтел ҫинче тӑракан пӗчӗк тӗкӗр умне пӗшкӗнсе, хӑйӗн галстукне ҫыхмалли чаплӑ хӑйӑва икӗ аллипе тытнӑ, яп-яка хырнӑ янахӗ ун ӑшне ирӗклӗн кӗнипе кӗменнине тӗрӗслет.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку япалана Карл Иваныч валли илсе килтӗм, ӑна кирлӗ вӑхӑта ҫуса ӗлкӗртесшӗн ҫӗр ҫывӑрмарӑм, терӗ вӑл мана.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч урӑх пӳлӗмре тумланать, класс пӳлӗмӗ урлӑ ун патне кӑвак фрак тата темле шурӑ япаласем йӑтса кӗчӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч сӑвӑсем ҫырса илме юратнине пӗлсе, эпӗ майӗпен унӑн хучӗсем хушшинче чакаланма тытӑнтӑм та нимӗҫле сӑвӑсем хушшинче пӗрре вырӑслине тупрӑм, ахӑртнех, хӑй ҫырнӑскер пулас.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сирӗн маларах каламаллаччӗ, Михей Иваныч, — хӑвӑрттӑн тата тарӑхса ответлет Николай, темле ҫыхха пур вӑйӗпе урапа тӗпне пӑрахнӑ май.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне Карл Иваныч чӗререн калаҫнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллине пӗлетӗп; анчах унӑн счёчӗ сӑмахӗсемпе епле килӗшсе тӑнине эпӗ ним пӗлмесӗрех юлтӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн каламаллине шухӑшласа хунӑ Карл Иваныч аллине хутсем тытса кабинета кӗрсен, пирӗн ҫуртри тӗрӗсмарлӑхсене пула хӑйне мӗн-мӗн тӳссе ирттерме лекнисене аттене япшар чӗлхепе йӑлтах каласа пама шутланӑ; анчах вӑл пире каласа ҫыртарнӑ чухнехи пекех чуна пырса тивекен сасӑпа тата кӑмӑла ҫӗклекен интонаципе калаҫма пуҫласан, унӑн япшар чӗлхи ытларах ӑна хӑйне хумхантарса янӑ; ҫапла вара вӑл «ачасенчен уйрӑласси мӗн тери йывӑр пулсан та тени патне ҫитсен, пӑтранса кайнӑ, сасси чӗтреме пуҫланӑ, ӑна кӗсйинчен тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр кӑларма тивнӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак хута, Карл Иваныч ун урлӑ парнесем пама тӑкакланӑ мӗнпур укҫишӗн тата хӑйне пама пулнӑ парнешӗн те тӳлеме ыйтса ҫырнӑскере, вуласан, кирек кам та: Карл Иваныч чунсӑр, пӗр хӑйне кӑна юратакан, укҫашӑн ҫунакан ҫын, урӑх никам та мар, тесе шутлӗ, — анчах вӑл йӑнӑшать.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Курма мӗне тӑрать, — хушса хучӗ вӑл йӑл кулнӑ май, ӑна Карл Иваныч алли ҫырнӑ хута тыттарса, — ытармалла мар!
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч, питҫӑмартийӗ ҫинчи эпӗ асӑрхама ӗлкӗрнӗ куҫҫулӗсене тутарпа шӑлкаласа, алӑкран тухрӗ те, хӑй тӗллӗн тем мӑкӑртатса, ҫӳле хӑпарчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗнле те пулин инкек ан пултӑрах, — вӗҫрӗ пуҫӑмра шухӑш, — Карл Иваныч ҫиленнӗ: вӑл тем тума та хатӗр.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.