Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иамния (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
40. Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ.

40. И нашли они у каждого из умерших под хитонами посвященные Иамнийским идолам вещи, что закон запрещал Иудеям: и сделалось всем явно, по какой причине они пали.

2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иамния ҫыннисем те хӑйсем патӗнче пурӑнакан иудейсене ҫаплах тума шутланине пӗлсессӗн вара, 9. вӑл ҫӗрле Иамния ҫыннисене те тапӑннӑ, пристаньпе карапсене ҫунтарса янӑ, пушар ҫути хӗрӗх стадире ларакан Иерусалимра та курӑнса тӑнӑ.

8. Узнав же, что и жители Иамнии хотят таким же образом поступить с обитающими там Иудеями, 9. он напал ночью и на Иамнитян и зажег пристань с кораблями, так что пламя видно было в Иерусалиме за двести сорок стадий.

2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Кендевей ӗнтӗ Иамния хулине ҫитнӗ те халӑха вӑрҫа хӗтӗртсе тӑма тытӑннӑ, Иудея ҫӗрне тапӑна-тапӑна кӗрсе, нумайӑшне тыткӑна иле-иле кайса вӗлернӗ; 41. Кедрон хулине те туса лартнӑ, хӑйне патша хушнӑ пек, утлӑ тата ҫуран ҫарне, вӗсем хуларан Иудея ҫулӗсем тӑрӑх кайса ҫӳреччӗр тесе, ҫавӑнта вырӑнаҫтарса тухнӑ.

40. И пришел Кендевей в Иамнию, и начал вызывать на бой народ и вторгаться в Иудею и брать народ в плен и убивать; 41. и построил Кедрон, и расположил там конницу и войско, чтобы они, выходя оттуда, обходили пути Иудеи, как приказал ему царь.

1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?

69. И поставил Димитрий военачальником Аполлония, правителя Келе-Сирии, - и он собрал большое войско и расположился станом при Иамнии и послал к первосвященнику Ионафану сказать: 70. ты только один превозносишься над нами, я же подвергся осмеянию и посрамлению через тебя. Зачем ты противостоишь нам в горах?

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

58. Вара вӗсем хӑйсен аллинчи ҫара ҫапла каласа пӗлтернӗ те Иамния хули ҫине кайнӑ.

58. Так объявили они бывшему при них войску и пошли на Иамнию.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ют халӑх ҫыннисем ӗнтӗ пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та иудейсем хӑйсене хирӗҫ килнине курнӑ, 13. вара вӗсем тапӑртан ҫапӑҫӑва тухнӑ, Иуда ҫыннисем те трупасем кӑшкӑртса янӑ, 14. ҫапла хире-хирӗҫ пырса ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, суя тӗнлисене аркатса тӑкнӑ, вӗсем тӳремлӗхе тарса кайнӑ, 15. ыттисем пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ; вӗсене Газер хули патне ҫитичченех, Идумея, Азот, Иамния тӳремлӗхӗсене ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, вӗсенчен виҫӗ пин ҫынна яхӑн вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ.

12. Иноплеменники, подняв глаза свои, увидели, что идут против них, 13. и вышли из стана на сражение, а бывшие с Иудою затрубили, 14. и сошлись, и разбиты были язычники, и побежали на равнину, 15. а все остальные пали от меча; и преследовали их до Газера и до равнин Идумеи, Азота и Иамнии, и пали из них до трех тысяч мужей.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех