Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Жухрай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жухрай кӗтмен ҫӗртенех ҫӗрле пырса сакӑр кун хушши пӗрле пурӑнни Павелшӑн питӗ ырӑ пулчӗ.

Неожиданный ночной приход Жухрая и совместная жизнь с ним в течение этих восьми дней оказались для Павла очень значительными.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павела Жухрай килни савӑнтарса ячӗ.

Павел был рад приходу Жухрая.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ну, апла Жухрай мӑшлата-мӑшлата пылчӑкпа вараланнӑ аттисене хывма пуҫларӗ.

Ну и хорошо, Жухрай, сопя, стаскивал забрызганные грязью сапоги.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тулти мӗлке кӑшт хускалса илчӗ те тытӑнкӑллӑ хулӑн сасӑ: — Эпӗ, Жухрай, — терӗ.

За окном шевельнулась фигура, и грубый, придушенный бас ответил: — Это я, Жухрай.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗрре ҫапла Жухрай кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек Политовский карчӑкӗ патне кӗрҫе, укҫа парса хӑварчӗ.

Зайдя как-то раз как бы невзначай к старухе Политовской, Жухрай передал ей деньги:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫхине Жухрай Корчагинсем патне пырса, Мария Яковлевнӑна паровоз ҫинче мӗн пулни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Вечером Жухрай пришел к Корчагиным и рассказал Марии Яковлевне обо всем происшедшем на паровозе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ӑна мана станцире Жухрай пачӗ, — персе ячӗ вӑл, ҫавӑнтах хӑй апла калама юраманнине астуса илчӗ те: — Анчах вӑл мана ҫырӑва никама та пама каламарӗ, — тесе хушса хучӗ.

— Это мне Жухрай на станции передал, — и, вспомнив, что этого не надо было говорить, добавил: — Только он сказал: никому не давать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай ҫырӑва Антонина Васильевнӑна кӑна пама хушнине Климка пӗтӗмпех манса кайрӗ, вӑл кӗсъинчен лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут татӑкне кӑларчӗ те хӗрачана тыттарчӗ.

Климка забыл все предостережения, категорический приказ Жухрая передать записку только Антонине Васильевне лично, вытащил из кармана замусоленный клочок бумажки и подал его девушке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Артём хӑйӗнчен Жухрай: эсӗ, ачам, большевиксен партийӗпе коммунистла шухӑш ҫине мӗнле пӑхатӑн? — тесе ыйтнине аса илчӗ.

Артему вспомнилось Жухраево: «Как ты, братишка, насчет большевистской партии и коммунистической идеи рассматриваешь?»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай килте ҫывӑрман, ӑна тупаймарӗҫ.

Жухрай дома не ночевал, его не нашли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кунта ӗнтӗ Жухрай ӗҫӗ палӑрчӗ.

Сказывалась Жухраева работа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай ҫак кунсенче нимӗн те канӑҫ пӗлмерӗ.

Жухрай в эти дни не знал покоя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Артём ман ҫинчен нимӗн те пӗлмест, мӗншӗн-ха ун патӗнче ухтарнӑ. Сыхланарах ӗҫлес пулать», — шухӑшлать Жухрай.

Артему обо мне ничего неизвестно, а почему у него обыск? Надо быть поосторожней», — думал Жухрай.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай пӑртак чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан: — Ҫапла, ӗҫсем начар. Эсӗ пӗлместӗн-и, мӗн шыранӑ-ши вӗсем? — терӗ.

Жухрай, помолчав, добавил: — Да, дело неважное. Ты не знаешь, что они искали?

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӗрле, йӗр вунпӗр сехет тӗлнелле, Павка патне Жухрай кӗчӗ те ӑна килкартине чӗнсе тухса: — Мӗншӗн паян сирӗн патӑрта ухтару пулнӑ? — тесе хуллен ыйтрӗ.

Уже поздно, часов в одиннадцать, к Павке зашел Жухрай, отозвал его во двор и тихо спросил: — Почему у вас обыск был сегодня?

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай чӑмӑрӗ ҫитсе ҫапнипе вӑл темиҫе те пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ӳкрӗ, ҫапах та Павка питӗ тӳсӗмлӗ вӗренекен ача пулчӗ.

Не раз летел он кубарем, сбитый с ног ударом кулака Жухрая, но учеником Павка оказался прилежным и терпеливым.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Чӑнласа ҫапӑҫма вӗрентем-и сана? — ыйтрӗ унтан Жухрай, Павка кӗтмен ҫӗртенех.

Жухрай неожиданно предложил: — Хочешь, научу тебя драться по-настоящему?

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павка Жухрай унтан мӑшкӑланине е чӑн каланине тавҫӑрса илеймесӗрех: — Эпӗ ахаль ҫапӑҫмастӑп, яланах тивӗҫлине ҫапӑҫатӑп, — тесе тавӑрса хучӗ.

Павка, не зная, смеется над ним Жухрай или говорит серьезно, ответил: — Я зря не дерусь, всегда по справедливости.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Жухрай ырланӑ пек пулса кулса илчӗ.

 — Жухрай рассмеялся одобрительно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗрре ҫапла Жухрай Павкӑна электростанци килкартийӗнчи вутӑ куписем хушшинче чарчӗ те кулкаласа: — Аннӳ сана ҫапӑҫма юратать, — тет.

Как-то раз Жухрай остановил Павку во дворе электростанции, среди сложенных штабелей дров, и, улыбнувшись, спросил: — Мать рассказывает, ты драться любишь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех