Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дарйӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, мӗншӗн-ха пӗр унӑн ҫеҫ, Дарйӑн кӑна, ҫак нимпе сӳнтерейми вӗри хуйхӑн тамӑкӗнче ҫунса асапланмалла, пӗрмай хӑйӗн пӗтнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа, ҫав таранчченех хӑрушла хыпӑнса тертленмелле?

Почему только она, Дарья, должна биться в припадках отчаяния, беспрестанно думать о своей пропащей жизни и так жестоко страдать?

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах Дарйӑн савӑнӑҫлӑхӗ мӗнле пуҫланнӑ ҫаплах хӑвӑрт сӳнсе ларчӗ.

Но этот порыв веселья у Дарьи кончился так же внезапно, как и возник.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарйӑн качча тухас шухӑш пуҫра та пулман.

У Дарьи и в помыслах не было выходить замуж.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Килӗнче, ав, Петро вилнӗ хыҫҫӑн та ҫирӗп алӑра тытакан Ильинична, чӗрӗ упӑшкине улталаса пурӑннӑ Дарйӑн ӗнтӗ вилнӗскерне те парӑнмалла пулнӑ пек, ӑна ун пек-кун пек хӑтланма ирӗк памасӑр тарӑхтарчӗ.

А дома и после смерти Петра строгая Ильинична не давала ей воли, как будто Дарья, изменявшая живому мужу, обязана была соблюдать верность мертвому.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан пӗр утӑм турӗ, Дарйӑн ҫӳллӗ те ҫурма пӗкече пек авӑнчӑк куҫ харшиллӗ пичӗ ҫине тимӗрленӗ атӑ кӗлипе пусса, хӑрӑлтатса каларӗ:

Потом шагнул, наступил кованым каблуком сапога на лицо Дарьи, черневшее полудужьями высоких бровей, прохрипел:

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарйӑн упӑшки вилӗмӗшӗн тавӑрасси килчӗ; кунпа пӗрлех вӑл хӑй халӗ пачах ытти хӗрарӑмсем пек маррине кӑтартасшӑн, казаксем тӗлӗнсе ҫеҫ те мар-ха, сехӗрленсе пӑхса, ӗҫ татӑласса кӗтнипе пӑртакҫах кӗрмекленесшӗн пулчӗ.

Желанием Дарьи отомстить за смерть мужа и отчасти тщеславием, внезапно появившимся оттого, что вот сейчас она совсем не такая, как остальные бабы, что на нее с удивлением и даже со страхом смотрят и ждут развязки казаки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫурхи ҫил вӗрсе ячӗ те, хӗвел ӑшшӑнрах пӑхма пуҫларӗ, — Дарйӑн хуйхи-суйхи те ҫурхи юрпа пӗрлех сӗвӗрӗлсе-сирӗлсе кайрӗ.

Но как только дунул вешний ветерок, едва лишь пригрело солнце, — и тоска Дарьина ушла вместе со стаявшим снегом.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ниҫта кайса кӗрейми кулӑ чыхӑнтарнипе Дарйӑн сӑрласа хуратнӑ: авӑнчӑк куҫ харшийӗсем ҫурмаран хуҫнӑ пӗкече пек кӗтесленнӗ.

Ломались от нервного смеха у Дарьи крутые подковы крашеных бровей.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр каҫипе икӗ хутчен Петро, ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗр, картишне ут йӗнерлеме чупса тухрӗ, икӗ хутӗнче те, Дарйӑн хаяр куҫӗсене курса, йӗнерне хывса илме кайрӗ.

За ночь Петро два раза без шапки выбегал седлать коня и оба раза шел расседлывать, пронзаемый грозящими Дарьиными глазами.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Адриан Прохоровӑн вырӑс сӑхманне те, Акулинӑпа Дарйӑн европӑлла тумтирӗсене те хальхи романиссен йӑлине пӑхӑнса тӗрлесе кӑтартмӑпӑр.

Не стану описывать ни русского кафтана Адриана Прохорова, ни европейского наряда Акулины и Дарьи, отступая в сем случае от обычая, принятого нынешними романистами.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех