Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗсемпех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемпех инженерсем заводсем е электростанцисем лартма юрӑхлӑ вырӑн суйласа илнӗ чух усӑ кураҫҫӗ.

Ими пользуются инженеры при выборе места для постройки заводов и электростанций.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чӑнах та, дормиторта питӗ шӑп: вӗренекенсем ҫупа вараланса пӗтнӗ, ӗҫе ҫӳремелли тумтирӗсене хывман та, вӗсемпех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ.

В дормиторе действительно царила тишина: ученики валялись на койках в чем были на работе, не сняв засаленной одежды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Арӑмӗпе ачи тӗлӗшпе юрату кӑшт ытларах пулнӑ тӑк вӑл вӗсемпех пурӑнма юлатчӗ-тӗр, анчах ӳсӗр пурнӑҫа, тӗттӗм суд практикине тата чухӑнлӑха пула вӑл вӗсене иленни ҫилӗллӗ сӗме куҫрӗ; ҫав иленӳре манӑҫу сис-чӗвӗ пытанса тӑратчӗ ӗнтӗ.

Немного больше любви к жене и ребенку — и он остался бы жить с ними, но его привязанность к ним благодаря нетрезвой жизни, темной судейской практике и бедности приобрела злобный оттенок; в этой привязанности таилось уже предчувствие забвения.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Урания Тальберг гувернантка, Кишлот сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе ӳкнӗскер, анчах вӗсемпех ҫемҫелнӗскер, — ара, вӑл чипер хӗрсен аппӑшӗ пулса курать темиҫе самантлӑх, ҫавӑнпах кӑмӑлӗ лайӑхланчӗ, — ҫапах та хирӗҫлерӗ:

Гувернантка Урания Тальберг, изумленная словами Кишлота, но ими же и смягченная, так как ей польстило быть хотя на один миг сестрой хорошеньких девушек, возразила:

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир хӑвӑрпа пӗрле хӑварнӑ мӗн пур кастрюлӗре, краватьӑрсемпе тутлӑ пӑрӑҫлӑ чӳлмекӗрсене, вӗсемпех тата — пурах тӑк — икӗ-виҫӗ хур-кӑвакалӑра илме пултаратӑр.

Вы можете взять с собой все ваши кастрюли, кровати и горшки с душистым горошком, да в придачу еще пару гусей, если они у вас есть.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

«Эпӗ хамӑн пӑшалпа кепарика юрататӑп», — тесе Эмиль ҫывӑрма та вӗсемпех выртатчӗ.

«Я люблю мой ружарик и мой кепарик», — говорил Эмиль и всегда, когда ложился спать, клал с собой в постель ружьё и кепку.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӳрессе вӑкӑрсемпе ҫӳрет, суха та вӗсемпех тӑвать.

Ездит на быках и даже пашет на них.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫак сӑмахсене эпӗ хаҫатсем ҫинче вулатӑп, радио тӑрӑх итлетӗп, пурӑнасса та вӗсемпех пурӑнатӑп.

Я читаю эти слова в газетах, слышу их по радио, живу ими.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл ҫакна ҫеҫ пӗлчӗ: четниксен таҫтан илсе килнӗ темле хитре хӗрарӑм чӑнах та пулнӑ иккен, анчах ялтан вӑл вӗсемпех тухса кайнӑ.

Он так и не добился от нее ничего и узнал только, что с четниками была какая-то красивая женщина, которую неизвестно откуда привели, и она ушла вместе с ними.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Кирлӗ мар… тем пулсан та, — йӑлӑнчӗ Яша, — эсӗ каятӑн акӑ кунтан, манӑн вӗсемпех пурӑнма тивет-ҫке…

— Не надо, — взмолился Яша, — ни в коем случае… ты уйдешь, а мне… с ними встречаться… мне жить с ними…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Кадрсем пӗтӗмпех татса параҫҫӗ. Региона аталантарасси те вӗсемпех пӗтӗмпех ҫыхӑннӑ», — тесе каланӑ Олег Николаев.

«Кадры решают все. Это — главный ресурс для достижения любых целей, задач, претворения всех планов по развитию региона», — подчеркнул Олег Николаев.

«Ҫамрӑксене Чӑваш Енри аслӑ шкулсене епле явӑҫтарасси» ятлӑ темӑпа стратегилле сесси пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=92 ... e2f5edb8b1

Хӑвна шелленӗрен канаш паратӑп сана, маншӑн хӑть вӗсемпех ҫывӑр, йытӑсем ав… йытӑсем йӗмӳне туртса ҫурма пултараҫҫӗ!

Тебя же жалеючи, советую, по мне, хоть спи с ними, да ить собаки… собаки-то штаны тебе облатают!

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Анчах космос вӑйӗсем пурнӑҫ ҫине тӑшманла хаяррӑн тапӑнаҫҫӗ пулин те, пурнӑҫ малаллах аталанса пырать, юлашкинчен ҫутҫанталӑка ҫӗнтерме, унӑн законӗсене тӗпчесе пӗлсе, вӗсемпех тӗнчене урӑхлатма пулӑшакан ӑс-хакӑл ҫуратать.

Грозная враждебность космических сил не может помешать жизни, которая, в свою очередь, рождает мысль, анализирующую законы природы и с их же помощью побеждающую ее силы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Тата учителе тытнӑ, вӑл та вӗсемпех пулнӑ, тет.

Еще учителя поймали, тоже с ними.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Эсӗ, улӑштарма тытӑнсан, вӗсемпех каяс тетӗн-и? — илтӗни-илтӗнми ыйтрӗ вӑл арӑмӗнчен.

— Ты что ж, с ними поедешь, ежели обменяют? — глухо спросил он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӗсемпех тата пӗр Пшигодски ятлӑскер…

С ними еще Пшигодский один.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӗсемпех ҫӗнтерӳшӗн савӑнаҫҫӗ, вилнисене ӑсатаҫҫӗ, вӗсемпех тин ҫуралнӑ ачасене алӑ ҫинче сиктереҫҫӗ, вӑрҫӑ ишӗлчӗкне ҫӗклеҫҫӗ.

И с ними радуются победе и оплакивают убитых, с ними качают на руках новорожденного ребенка и поднимают из руин разрушенное.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсемпех пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтереҫҫӗ.

И с ними побеждают все испытания.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсемпех кӗптӗртеттереҫҫӗ шӑн ҫӗре пурте.

Ими и долбили мерзлую землю.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫынсемпе аппаланас килет, вӑрҫсан та, вӗсемпех аппаланмалла.

Хочется с людьми возиться, хоть ругать их, да возиться с ними.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех