Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Виҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Виҫе (тĕпĕ: виҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти халӑхӑн танлаштаруллӑ хисепӗ республикӑра 2009 ҫул пуҫламӑшӗнчинчен 2,9 процент пункчӗ сахалланнӑ, хулара пурӑнакансен асӑннӑ виҫе чухлех ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин асӑннӑ ӗҫсене хутшӑнакансемпе пӗрле мӗнпур тӗллевлӗ кӑтартӑва пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле, ҫакӑ сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туясси, халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси ҫине витӗм кӳрет, чи кирли - пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗнчи тупӑшлӑ ҫынсен тӳпине йӗркеллӗн чакарса пыма май парать.

Минтруду Чувашии совместно со всеми заинтересованными участниками необходимо достичь всех целевых показателей, что должно повлиять и на самочувствие людей с ограниченными возможностями, состояние занятости населения, а главное – поступательно добиваться снижения доли людей с доходами ниже прожиточного минимума.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавӑнпа та республика Правительствине хамӑрӑн граждансене хушма пулӑшу парас тӗллевпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мӗнпур социаллӑ тӳлеве пӗлтӗрхи инфляцин чӑн кӑтартӑвӗпе танлашакан виҫе чухлӗ индексацилеме хушатӑп.

Поэтому поручаю Правительству республики в целях дополнительной поддержки наших граждан с 1 февраля проиндексировать все социальные выплаты на показатель реальной инфляции за прошлый год.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах кунта та авторӑн виҫе туйӑмӗ ҫитсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ӑсталӑх тенӗрен, сӑмах май, эпир ҫав хисепех писателӗн виҫе туйӑмне те кӗртсе хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗнле виҫе вӑл, кам картса панӑ ӑна — Иливан хӑй те калама пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асламӑшӗ вӑрҫмаллипех вӑрҫать: чӳк пирки калаҫса татӑлма кайнӑ ҫынсем виҫе кун мӗн туса ҫӳреччӗр?

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Университетрах-и? — пӗр виҫе калаҫрӗ учитель.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Виҫӗ пус тӑраканнин ҫине тӑрсах виҫе тенкӗ тӑнӑн курӑнас килет.

Уж больно хочется ему, человеку, которому и цена-то три копейки в базарный день, выглядеть на трешницу.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Санран виҫе пус ҫурӑ! — пӗлтерчӗ вал савӑнӑҫлӑн сывлӑшри тӗтӗм шушкисем ванасран ҫӗрелле пӗшкӗнсе.

— С тебя три с половиной копейки! — радостно воскликнул он и присел низко, чтобы не сломать выпущенные колечки.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Регионти чи пӗчӗк ӗҫ укҫи шайӗнчен сахалрах пенси илекен ӗҫлемен пенсионерсене пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе таран тупӑш илме пенси ҫумне хушма тӳлев палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

16-17 ҫулти хӗрсем хушшинче (70 кг ытларах виҫе категорийӗнче) вӑй виҫсе пирӗн шкултан вӗренсе тухнӑ Вероника Александрова пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине лекнӗ // Виктор ФЕДОРОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%80%d0% ... ba%d0%bde/

Мӗнпур кредита тӳленӗ хыҫҫӑн вӗсен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе икӗ минимумран кая мар юлмалла.

После оплаты всех кредитов их минимальный размер дохода, необходимый для проживания, должен оставаться не менее двух минимумов.

Чӑваш Енре вӑтам класс йышлӑ мар // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32452.html

Тепле васкарӗ пулсан та, Эльгеев виҫе куна яхӑн ирттерчӗ Самартан килнӗренпе: юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫмасӑр, консерваторне кайса пӑхмасӑр тухса каяс килмерӗ яла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Унтанпа виҫе революци пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫе уйӑх ытла урама тухман Соня йӑлт халсӑрланнӑ иккен: пуҫӗ ҫаврӑннӑ унӑн, урисем чӗтренӗ, чӗри те васкаса сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш чухне хуртне улӑштарать те виҫе хутчен сура-сура: «Путӑш пар!» — текелесе, тепӗр хут вӑлтине аяккарах ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑнӑшпа хамӑр пулемет тӗлнех пырса лекнӗ виҫе кавалеристсӑр пуҫне Новоселовра Федяна тупайман Галдан иккӗмӗш ротине тӑшман ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Галдана хӑйне вӗлернӗ.

Не говоря уже о трех кавалеристах, попавших по ошибке под огонь своего же пулемета, была разбита в Новоселове не нашедшая Феди вторая рота Галды, и сам Галда был убит.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл револьверне йӗннинчен кӑларчӗ, ӑҫта лекнӗ унталла — тӗрлӗ еннелле — виҫе хут кӗрӗслеттерчӗ.

 — Он освободил револьвер и брызнул тремя выстрелами наудачу, в разные направления.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ҫутӑ сӳнчӗ, ҫав самантрах хуп-хура сӗмлӗхре виҫӗ сефиротӑн улӑпла мӗлкисем палӑрчӗҫ; ҫак ӗлкесем чӗтреҫҫӗ, ҫутӑ кӑлараҫҫӗ — туртӑнса ҫирӗпленчӗҫ, витӗр кӗме ҫуклӑх, виҫе, ӳт, сывлав илчӗҫ; акӑ халӗ вӗсен ури айӗнче урай чӗриклетет.

Погас свет, и тотчас в глубоком мраке наметились гигантские очертания трех сефиротов; контуры эти колебались, светились — напряглись, получили непроницаемость, вес, тело, дыхание — и пол скрипнул под их ногами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех