Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Виҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Виҫе (тĕпĕ: виҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спортсменсем 8 виҫе категорийӗнче тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/

Тӗрлӗ виҫе категорийӗсенче пирӗн округри Трофим Таркин, Александр Волков, Алексей Порядков, Эмиль Чумаров, Глеб Чернов, Дмитрий Чумаков, Тимофей Таркин, Денис Яндров, Аяз Зейнетдинов, Евгений Давыдов, Тимур Гисматуллин малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Спортсменсем 24, 28, 32, 36, 48, 51, 55, 60, 65, 71, 80, 92 виҫе категорийӗсемпе кавир ҫине тухса вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Вӗсенчен 43% Европӑри ҫӗршывсенчен (ку тӗлӗшпе ҫак кӑтарту Ҫурҫӗр Америкӑри хуласемшӗн чи пысӑк виҫе шутланать), тепӗр 21% — Анӑҫ ҫур чӑмӑрӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ.

43 % из них прибыли из европейских стран (что является максимальным показателем для городов Северной Америки) и 21 % — из стран Западного полушария.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

2001 ҫулта Квебекра ниҫта та куҫман халӑхӑн 13,0% пенсионерсем (арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн — 65 ҫул е аслӑрах) пулнӑ, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен ку виҫе — 13,2%.

В 2001 году 13,0 % постоянного населения в Квебеке были пенсионного возраста (65 лет и старше для мужчин и женщин) по сравнению с 13,2 % в Канаде.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Серпухов уесӗ — Мускав кӗпӗрни йышӗнчи администрациллӗ виҫе, 1929 ҫулчен пулнӑ.

Серпухо́вский уе́зд — административная единица в составе Московской губернии, существовавшая до 1929 года.

Серпухов уесӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%81%D3%97

Полици сотрудникӗсем наркотиксене, виҫе тата чӑркамалли материалсене транспорт хатӗрӗнчен туртса илнӗ.

Сотрудники полиции изъяли из транспортного средства 23 кг наркотиков, весы и упаковочные материалы.

Пушкӑрт сучӗ Свердловск облаҫӗнче пурӑнакансене 32 килограмм наркотик сутнӑшӑн пысӑк срока хупма приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3464580

Неушлӗ вара эс пуянлӑха хӑй аллипе тӑваканпа ӑна хӑй валли тытса илекеншӗн пӗр совеҫ, пӗр виҫе пулма пултарайманнине ӑнланмастӑн?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗмӗрсенче упранӑ ҫынлӑх — Ак маншӑн чи таса виҫе!

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Виҫе стопаллӑ анапест!

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Уйрӑм категорири ҫынсем валли те ку виҫе ӳсӗ.

Для разных категорий данный размер тоже вырастет.

Ҫитес ҫул пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулӗ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35769.html

80 килограмран ытларах виҫе категорийӗнче Рамил Шакуров пурне те ҫӗнтерсе тӗп парнене, такана, ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ҫавӑн пекех кавир ҫинче Станислав Хораськинпа Роман Чернов, Илья Шакмаковпа Артемий Нестеров, Георгий Катмаковпа Андрей Калашников, Денис Яндровпа Рамазан Мансуров, Даниил Маргидановпа Павел Герасимов, Николай Казаковпа Салават Акамалиев, Роман Яснопольскийпе Аяз Зейнетдинов, Андрей Кураков хастар кӗрешрӗҫ, хӑйсен виҫе категорийӗсенче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем 28, 46, 54, 58, 63, 71, 82, 92 килограмм виҫе категорийӗсенче тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

— Анчах вӑл мар стройуправленин, участокӑн, бригадӑн стройкӑри тӳпине кӑтартакан тӗп-тӗрӗс виҫе.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кире пуканӗ йӑтса хӑйсен виҫе категорийӗсенче Тӑрӑмри Дмитрий Енедеров — пӗрремӗш, Александр Константинов — 2-мӗш, Аслӑ Шӑхальти Мария Николаева — 2-мӗш, Хӑвӑлҫырмари Илья Кузьмин 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Патак та ҫавӑн пекех: кама, тен, йӗркене сӗмсӗррӗн пӑссан, кӗске тыткалани кирлӗ пуль, анчах кунта та виҫе пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Виҫе пӗчӗкленнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Виҫе улшӑнман, скобапа та чиперех пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Виҫе улшӑнасси те ҫакӑнтан килет.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех