Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васяткӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗн-и, анне, виҫӗм кун мӗн каларӗ вӑл мана? — сасӑ пачӗ Васяткӑ.

— А он, мам, знаешь что мне сказал позавчерась? — напомнил о себе Васятка.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шкултан чи малтан Васяткӑ чупса килчӗ, сумкине сак ҫине пӑрахрӗ те сӗтел патне пычӗ.

Первым прибежал из школы Васятка и, бросив на лавку сумку, полез к столу.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Крыльца патӗнче, ял Совет председательне — Черкашинӑна темӗн пирки ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса, Егор Дымшаков хыттӑн калаҫнӑ; ҫурт тавра таҫта та кӗрсе тухакан ачасем чупса ҫӳренӗ, вӗсем хушшинче часах Васяткӑ пуҫ пулса тӑнӑ.

У самого крыльца митинговал Егор Дымшаков, убеждая в чем-то председателя сельсовета Черкашину; вокруг дома носились вездесущие ребятишки, которыми тут же стал верховодить Васятка.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хулпуҫҫинчен ярса тытса, пӳрте ҫӗклесе кӗртмен пулсан, Васяткӑ ҫавӑнтах куҫран ҫухалнӑ пулӗччӗ.

Васятка тут же бы исчез, если бы Корней не ухватил его за плечи и не втащил в дом.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вӑл, упӑшкипе ытларах тӑма хатӗрленнӗ пек, хулпуҫҫи ҫине ватник уртса янӑ, ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ, ун хыҫҫӑн юратнӑ ывӑлӗ Васяткӑ сӗтӗрӗнсе тухрӗ.

Теперь она вышла в накинутой на плечи стеганке и сером платке, точно собиралась побыть с мужем подольше, за нею увязался Васятка, отцов любимец, наследник, — сын!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех