Шырав
Шырав ĕçĕ:
40. Ҫавӑн чухне вара вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене йышӑнӗҫ, вӗсем Мана хирӗҫ усал ӗҫсем тунине, Мана хирӗҫ пынине тунса тӑмӗҫ; 41. ҫавӑншӑн Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] вӗсене хирӗҫ пытӑм, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрне кӗртсе ятӑм; ҫавӑн чухне вӗсенӗн ӳтне касман# чӗри парӑнӗ вара, ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн асап курӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, ӑна сана сутсассӑн, эсӗ ун ҫине чура ӗҫне ан тие; 40. вӑл сан патӑнта тара тытнӑ ҫын пек, пырса вырӑнаҫнӑ ҫын пек пурӑнтӑр; юбилей ҫулӗ ҫитиччен сан патӑнта ӗҫлесе тӑтӑр, 41. юбилей ҫулӗнче вара хӑй те, унпа пӗрле ачисем те сан патӑнтан кайччӑр, вӑл хӑй ӑрӑвӗ патне таврӑнтӑр, каллех ашшӗсен ҫӗрне тытса пурӑнтӑр, 42. мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн чурамсем, вӗсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм: вӗсене чурасене сутнӑ пек сутмалла мар; 43. уншӑн эсӗ хаяр пуҫлӑх ан пул, хӑвӑн Туррунтан хӑра.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, 7. [тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн паллине-сӑнне, кӗлеткине ан ту; 5. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене ан пӑхӑн: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ — Эпӗ Хама курайман ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑкне ҫитиччен хаса паратӑп, 6. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене пурӑнӑҫласа тӑракансене пин сыпӑка ҫитичченех ырӑлӑх паратӑп.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа — хӑйсен ашшӗсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пекех унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗн Ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительство канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова тата Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗн Председателӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ.
Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11