Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ассоль (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш вӑрӑ-хурах тата — Ассоль

А та разбойница, Ассоль…

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

«Сан пирки ку, Ассоль, — терӗ вӑл.

«Это о тебе, Ассоль, — сказал он.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ассоль ӑна хыттӑн, анчах тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ ҫак улӑп унӑн аллисенче силленме пуҫласран хӑранӑн, асӑрхануллӑн ыталарӗ.

Ассоль обняла его крепко, но бережно, словно этот мускулистый гигант мог закачаться в ее руках.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ассоль, — шӑппӑн чӗнчӗ вӑл, — тата тепӗр хутчен… юлашки хут, шанчӑклӑн ҫапӑнас та…

— Ассоль, — тихо сказал он, — еще один раз… последний, верный удар.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Жиль ӑна нимӗн те каламарӗ, Ассоль ҫине ҫурма ӑслӑ ҫын пек пӑхса тӑрать, куҫӗсен вӑйӗ вилнӗ ҫынна чӗртме те, вӗлерсе пӑрахма та хатӗр тейӗн.

Жиль ничего не сказал ему, он смотрел на Ассоль взглядом полубезумным, силою которого мог бы, казалось, воскресить и убить.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ҫак самантра Ассоль хуйхӑрнипе тата мӑнаҫланнипе уласа йӗме пуҫласран мӗн пур вӑйне пӗр ҫӗре тӗвӗлерӗ.

Все силы понадобились Ассоль в этот момент, чтобы не разрыдаться от горя и гордости.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Ку шӳт тӗк… — терӗ Жиль сӑнран улшӑннӑ Ассоль ҫине пӑхса; куҫӗсенче — мӑшӑрне шеллени те, шухӑшсен йывӑр кӗрешӗвӗ те, — ку… ытла та тискер шӳт.

— Если это шутка, — сказал он, посмотрев на изменившееся лицо Ассоль взглядом, выразившим и жалость и тяжкую борьбу мыслей, — то шутка бесчеловечная.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ассоль, атя пӗрле, — терӗ вӑл.

— Пойдем вместе, Ассоль, — сказал он.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ассоль упӑшкине хӗрхенсе кравать патне шарламасӑр пырса тӑчӗ, юнашар вырнаҫрӗ те Жиль кӑкӑрӗ ҫинче шӑпланчӗ.

Ассоль, жалея его, молча подошла к кровати и легла рядом, затихнув на груди Жиля.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Ӑнсӑртран тен… — терӗ Ассоль, анчах хӑйне хӑй ӳпкелесе аллине сулчӗ.

— А вдруг… — сказала Ассоль, но, рассердившись на себя, махнула рукой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Хуҫӑлса ан ӳк, — терӗ Ассоль пукан ҫинчен ҫӗкленсе.

— Не падай духом, — сказала, поднимаясь, Ассоль.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Акӑ манӑн ӑслай шӑпи, Ассоль!

Вот судьба моего изобретения, Ассоль!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ассоль лӑпланми, кӑшкӑрсах йӗрет.

Ассоль громко, безутешно плакала.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Жиль, Жиль! — кӑшкӑрса ячӗ Ассоль упӑшкин шурса кайнӑ питне хӑй еннелле ҫавӑрма хӑтланса; Жиль унӑн пӗчӗк аллисене пачах туймасть ахӑр.

— Жиль, Жиль! — кричала Ассоль, поворачивая к себе белое лицо мужа нечувствуемыми им маленькими руками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Хаҫатсенче ун ҫинчен пӗлтернӗ-тӗр, йӑлӑна-йӑлӑна ыйтнӑран Ассоль, ахӑртнех, Жиль сӑн ӳкерчӗкне парса янӑ та — ӑна параппан ҫапакан статьясен ӗренкисенче ҫапса кӑларнӑ, вара чӑрсӑр Зурбагансем вӑл, харсӑр-ҫапкаланчӑк сӑнлӑскер, шӑпах герой иккенне тавҫӑрнӑ — халӗ ҫак шухӑша ҫирӗплетессе кӗтеҫҫӗ; тӗрӗсне калар: сапӑррӑн, хисеплӗн кӗтеҫҫӗ, анчах мӑчлаттармасӑр пӑхакан ҫакӑн чухлӗ куҫа курсан эрехӗн виҫҫӗмӗш сыпкӑмӗ Жиль пырне ларчӗ.

Газеты, видимо, были извещены о нем, — вероятно, выклянчили у Ассоль портрет, тиснули его в рамке барабанных статеек, и экспансивные зурбаганцы, с догадкой, что герой — он, человек воинственно-бродячей наружности, ждали подтверждения этому; ждали, отдадим справедливость, смирно и уважительно, однако при виде стольких глаз, круглых и немигающих, третий глоток водки застрял в горле Жиля.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

«Ассоль ҫывӑрать, — шухӑшларӗ вӑл. — Тӗл пулу… пысӑк хаваслӑх…

«Ассоль спит, — решил он. — Восторг встречи.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Хамӑр пата манӑн Лонгрена илетӗн-и? — ыйтрӗ Ассоль.

— Ты возьмешь к нам моего Лонгрена? — сказала Ассоль.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй хӗре аллисенчен чӑмӑртаса тытрӗ те — ӑҫта кайсан хӑрушӑ маррине ӑнланса Ассоль куҫҫульпе йӗпеннӗ питне ҫапла асамлӑн килсе ҫитнӗ тусӗн кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ.

Грэй взял ее руки и, зная уже теперь, куда можно безопасно идти, она спрятала мокрое от слез лицо на груди друга, пришедшего так волшебно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑй пӑхас тӑк ҫакӑ пӗтӗмпех ҫухаласран шикленсе Ассоль каллех куҫӗсене хупрӗ.

Опять Ассоль закрыла глаза, боясь, что все это исчезнет, если она будет смотреть.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑштахран Ассоль хӑй пуринчен те лайӑхрах пӳлӗмре — каютӑра — тӑнине курчӗ.

И скоро Ассоль увидела, что стоит в каюте — в комнате, которой лучше уже не может быть.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех