Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аниҫҫе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аниҫҫе хӑй ытла та телейлӗ пулнине, кӑмӑлӗ тулнине пытарса тӑмарӗ, Егор стакансене эрех тултарсан, вӑл хӑйӗн тулли черккине хӑюллӑн ярса тытрӗ те упӑшкинчен маларах ура ҫине тӑчӗ.

Сама-то Анисья не скрывала, что безмерно счастлива и довольна, и, когда Егор разлил вино по стаканам, она настолько осмелела, что подхватила свой наполненный до краев стакан и поднялась прежде, чем это успел сделать ее муж.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе Корнея темскер асаплантарнине, канӑҫ паманнине ӑнланса илчӗ, анчах ыйтса тӑмарӗ.

Анисья поняла, что Корнея что-то томит, беспокоит, но расспрашивать не стала.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе ашшӗнчен нимӗн те ыйтса пӗлеймерӗ, Егор командӑ пама та тытӑнчӗ.

Анисья не успела ни о чем спросить отца, как Егор уже начал командовать.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр чухне пулсан, Аниҫҫе кӑмӑлӗ ҫемҫелнипе пурпӗр пӗрсе илнӗ пулӗччӗ, нумай курман хыҫҫӑн ашшӗн те куҫҫуль тухнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ ҫын ҫинче вӗсен иккӗшӗн те хӑйсене ирӗксӗрех чаруллӑ та сӑпайлӑ тытмалла пулчӗ.

В иной обстановке Анисья непременно бы сладостно всплакнула, расчувствовалась, дм и отец бы после долгой разлуки ответно прослезился, но теперь на народе они оба вынуждены были держаться сдержанно и скромно.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Вӑт ухмах!» — Аниҫҫе упӑшкине ҫиленме пӗлмен, халӗ вара ҫиленме пачах та вӑхӑт ҫук: пӳрте пӗр самантрах ҫынсем кӗрсе тулчӗҫ.

«Во шальной!» — Анисья не умела сердиться на мужа, а сейчас просто было некогда: за минуту изба была полна людьми.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан хӑра, Аниҫҫе!

— Не бойся, Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑҫта лартса пӗтерӗпӗр-ха эпир пурне те? — ҫенӗхре хӑлӑх темӗн чухлӗ пулнине курса, Аниҫҫе, ахлатса илчӗ.

Куда же мы всех посадим-то? — Анисья заохала, увидев, что в сенях черным-черно от людей.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Урамра хаваслӑн калаҫнӑ сасӑсене илтсен тата ҫав шӑв-шав хушшинче упӑшкин хытӑ сассине палласа илсен, Аниҫҫе Ксение хӑвӑрт хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинчен тӑратрӗ.

Услышав за окном возбужденные голоса и узнав среди общего гвалта зычный голос мужа, Анисья быстро отстранила от себя племянницу.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Пурте ҫавнашкал пулас эпир, хӗрарӑмсем, — шухӑшларӗ Аниҫҫе.

«Все мы, бабы, видно, такие, — думала Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫитет сана, ҫитет! — ним тума пӗлмесӗр мӑкӑртатрӗ Аниҫҫе, Ксенин пит ҫӑмартисене вӗри ывӑҫ тупанӗсемпе сӑтӑркаласа, пуҫӗнчен шӑлса.

— Будет тебе, будет! — потерянно бормотала Анисья, лаская горячими ладонями ее щеки, гладя по голове.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ухмаха тухмарӑн пуль-ҫке эсӗ, хӗрӗм! — хӗрхенӳллӗн те ӳпкевлӗн кӑшкӑрчӗ Аниҫҫе, Ксение хулпуҫҫинчен ытамласа.

— Да ты с ума сошла, девка! — с жалостной укоризной воскликнула Анисья и обняла племянницу за плечи.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе, унпа юнашар ларса, аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Анисья села с нею рядом, положила руку ей на плечо.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе хальхинче Ксенин шурса, темӗнле пачах хускалман питӗнчен пӑшӑрханса пӑхрӗ.

Анисья уже с тревогой всматривалась в бледное и какое-то одеревенелое лицо племянницы.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗн унта пирӗн ҫынсем, час-и? — ыйтрӗ Аниҫҫе тӳсӗмсӗррӗн.

— Ну что паши, скоро они там? — нетерпеливо спросила Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе, ҫӳҫӗсене тирпейлемесӗрех, ҫара уран крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Простоволосая, босая Анисья выскочила на крыльцо, крикнула:

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Капла вӑл иртсе кайма та пултарать вӗт», — шухӑшларӗ Аниҫҫе.

«Так она и мимо дома может пройти», — подумала Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ну вӑт, ҫитрӗҫ!» — Аниҫҫе савӑнса кайрӗ, вараланчӑк чӗр ҫиттине салтса пӑрахрӗ.

«Ну вот наконец-то!» — Анисья обрадовалась, сбросила грязный передник и хотела принарядиться.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе вӗсене кӑмакана тӗртсе лартрӗ те сӗтел тирпейлеме пуҫларӗ.

И, задвинув их в печь, Анисья стала приводить в порядок стол.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӑнӑх тӳрех хыпса илмерӗ, ерипен хуралса пырса, мӑкӑрланма пуҫларӗ, Аниҫҫе чустана кӑмакана лартма вӑхӑт тесе шутларӗ.

И оттого, что мука не вспыхнула сразу огнем, а медленно почернела и задымилась, решила, что пора сажать тесто в печь.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе хӗп-хӗрлӗ шултра кӑварсене тушилкӑ тулли тултарчӗ, ытти вӗтӗреххисене хуран айне туртса кӗл сапрӗ, кӑмакаран хӗрнӗ кирпӗч ӑшши ӑна питӗнчен ҫапрӗ — ҫуллахи шӑрӑх кун пӑчӑ ҫил вӗрсе илнӗ пек туйӑнчӗ.

Она набрала полную тушилку крупных красных углей, остальные, помельче, загребла в загнетку, присыпала их золой, и из глубины печи в лицо ей повеяло душным суховеем, как в знойный августовский день.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех