Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

XV (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗссем тӑрӑх питӗ инҫете ишсе ҫӳресси XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫланнӑ.

Очень далекие морские путешествия люди начали совершать во второй половине XV века.

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

XV ӗмӗрте Чорум территорийӗ ҫамрӑк тата вӑйлӑ Осман империйӗн йышне кӗрет.

В XV веке территория Чорума входит в состав молодой и сильной Османской империи.

Чорум // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D0% ... 1%83%D0%BC

Фильмра XV ӗмӗр варринчи тапхӑра сӑнланӑ, юхӑнса та ҫаралса юлнӑ атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗрӗ мирлӗ те ырӑ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленет.

Фильм рассказывает о непростых временах, когда разоренные и разграбленные земли волжских болгар в середине XV века нуждаются в мире и благоденствии.

«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28381.html

XV Людовик вӑхӑтӗнче, тасалӑх мӗн иккенне пӗтӗмпех манса кайнӑ вӑхӑтра та, ҫынсем ҫаплах сӑрланнӑ.

Так же обстояло дело и при Людовике XV, и это в то время, когда чистоплотность во Франции была полностью предана забвению.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Темӗнле майпа, XV Людовикӑн Рим императорӗнни пек малалла тӑснӑ хӑрах алли — сылтӑм алли сыхланса юлнӑ.

Каким-то образом, другая правая рука Людовика XV, вытянутая вперед, как у римского императора, сохранилась.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Килӗшӳ площадӗнче Гангерло ятлӑ пӗр ҫын статуя ҫӗмӗрекенсене «ирсӗрсем» тенӗ, ӑна ҫавӑнтах, XV Людовик статуйи патӗнчех, таткаласа вӗлернӗ.

На площади Согласия один человек по имени Гангерло назвал разрушителей статуей «мерзостью» и был тут же убит, у статуи Людовика XV.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

XV Людовик пурӑннӑ вӑхӑтра Симурден, мӗншӗнне ӑнланса илеймесӗрех, хӑйне хӑй республиканец тесе шутланӑ.

Еще при жизни Людовика XV Симурдэн стал ощущать в своей душе смутные республиканские стремления.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Замоксем, кунгушсем, пӑлан мӑйракисем, ӑру кӗнекисем, кӑтра вӑрман сыснисем — кусем пурте XV ӗмӗрте йӑлара пулнӑ, — хӗрлӗ пӑрӑҫран тунӑ соус тата тӗлӗнмелле юрӑсем, питӗ хӑюллӑ халӑх кӗввисем, Будапештра ҫав тери чаплӑ опера, анчах кусем ҫинчен пӗтӗмпех кайран, кайран, кайран.

Замки, кунтуши, оленьи рога, родовые книги, курчавые лесные свиньи, модные в XV веке, соус из красного перца и удивительные песни, неслыханно дерзкие народные мелодии, великолепная Будапештская опера, но обо всем этом после, после и после.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадин ҫуллахи тапхӑрӗн программине триатлон /шывра ирӗклӗ майпа ишесси, велосипедпа чупасси тата кросс/ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

XV спартакиадӑра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина фитнес-аэробика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хальхинче те унта Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадине хутшӑнакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш халӑхӗ пӑлхарсен ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан хресченӗсенчен чӑмӑртаннӑ пулсан, ҫав вӑхӑт XIII—XV ӗмӗрсемпе тӳр килни иккӗленӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех