Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкес (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улмуҫҫи ҫинчи хӗп-хӗрлӗ панулмисем халь-халь татӑлса ӳкес пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӑшра ывӑлне ӳпкелесе те илет, анчах куҫкӗретӗн калама хӑяймасть: вӑхӑчӗ ҫавӑн пек-ҫке, пурте тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тимӗрҫӗсем унпа темиҫе хутчен хыттӑнах вӑрҫса ил-чӗҫ те май кплнӗ чух тӗп яла ҫитсе ӳкес терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хушӑксенчен нӳрӗ ҫил вӗрет, урасем татӑлса ӳкес пекех кӳтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗркене ҫурӑм хыҫне майласа ҫакса ват хусах тӗттӗм пуличчен яла ҫитсе ӳкес тесе каялла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асӑрханӑр: психологи енчен йывӑрлӑхсем пулма пултарӗҫ, депрессие кӗрсе ӳкес хӑрушлӑх пур.

Будьте осторожны: данное время связано для вас с психологическими проблемами, и вы можете находиться в депрессивном состоянии.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӑлханса ӳкес вырӑнне тупӑш мӗнле тумалли, укҫа епле перекетлемелли пирки шутлӑр.

Вместо того чтобы паниковать, подумайте, на чем можно гарантированно заработать, а на чем - сэкономить.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑнсӑртран аманас, кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳкес хӑрушлӑх пур.

Возрастает вероятность неожиданных травм и внезапных недомоганий.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аслисен урамра асӑрхануллӑ пулмалла: ӳкес хӑрушлӑх пысӑк.

Людям старшего поколения нужно быть осторожнее на улице: велик риск падений.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи кирли – чирлесе ӳкес мар тесен ӑшӑ тумланӑр.

Главное, как можно лучше утеплиться, чтобы не заболеть.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Никама та пӑхӑнас килменнипе йывӑрлӑха кӗрсе ӳкес хӑрушлӑх пур.

Стремясь обрести независимое положение, вы рискуете попасть в трудную ситуацию.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвах пӗлетӗн, аслӑ князь, вырӑс ҫӗрӗшӗн каллех тутарсемпе монголсен пусмӑрне кӗрсе ӳкес хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Урса каяканӗсен» туменӗнчен тунӑ уйрӑм ҫар ушкӑнӗ пӑлхар шуйттанӗн йӗрӗ ҫине ӳкес тесе чӑм шыва ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавна шута илсе, Чӑваш парти обкомӗпе облеҫтӑвком, ҫитес ҫул выҫлӑх танатине ӳкес марччӗ тесе, пур ҫӗрте те вӑрлӑх эрни ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет, кӑнтӑр кунӗнче те хӑракаласа кӑна пыраканскер, тӗттӗм пуличчен ҫывӑхри яла ҫитсе ӳкес тесе утне юртӑпа хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртрен тухиччен урайне тӑсӑлса ӳкес мар тесе вӑл пӗтӗм чӑтӑмлӑхне пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилнӗ, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ вӑл, диван ҫине ӳкес умӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫырмана ӳкес вырӑнне Павлуш ӑмӑрткайӑк пек сывлӑша ҫӗкленсе вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӳкес мар тесе стена ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫынсем вара капан тӑррине карттусӗ ӳкес пек пуҫне ҫӗклесе тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех