Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлхе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпейлӗн сыхласа упраҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ.

Несмотря на языковые, религиозные, культурные различия, жители республики объединяются ради общего дела, берегут традиции добрососедства и взаимопомощи, чутко отзываются на чужую беду.

Михаил ИГнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/04/news-3700894

Строительствӑра тӑрӑшакансене пултаруллӑ ӗҫшӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Выражаю искреннюю признательность всем строителям за труд, профессионализм, верность выбранному делу.

Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/13/news-3633676

Сире тӑван республикӑшӑн тӑвакан мӗнпур ӗҫшӗн чунтан тав тӑватӑп.

Выражаю вам глубокую признательность за всё, что вы делаете для родной республики.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/07/news-3504321

Сире тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫшӗн, яваплӑха туйнӑшӑн тата ӗҫе парӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп.

Примите самые теплые слова благодарности за ваш добросовестный труд, ответственность и верность делу.

Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/19/news-3515056

Пултаруллӑ медицина ӗҫченӗсене ҫав ырӑ ӗҫшӗн пысӑк тав!

Спасибо нашим замечательным медицинским работникам за эти добрые дела!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫавӑнпа та массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӳрӗ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ, ӗҫшӗн ҫунакан тата тӑван ҫӗре чунтан юратакан ҫынсем вӑй хуни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Поэтому крайне важно, чтобы в средствах массовой информации трудились люди искренние и талантливые, душой болеющие за своё дело, настоящие патриоты.

Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/14/news-3457492

Пархатарлӑ ӗҫшӗн пурне те тав тӑватӑп!

Выражаю признательность всем за созидательный труд!

Олег Николаев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/29/glava-chu ... aet-s-dnem

— Акӑ мӗнле ӗҫшӗн

— А вот за такое…

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Мӗн каласси пур, ун пек ӗҫшӗн парнелӗхе чӑн-чӑн пӑшал илсе паракан пулсан», апла эпир те хула тавра виҫӗ кун чупса ҫавӑрӑнма килӗшнӗ пулӑттӑмӑр, тесе шавлакалатчӗҫ.

«Нечего сказать, этак и многие из нас согласились бы пробегать три дня вокруг города да за это в подарок получить настоящее ружье».

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗрӗс ӗҫшӗн ҫунса тӑнӑ чух, Илемлетнӗ чух сӑпайлӑхпа, Кӑварланнӑ чух вут-туйӑмпа Ун нихҫан вӑй-халӗ чакмӗ, ҫук — Ӗмӗрех пурнать чӗре!

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрех пурнать чӗре // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 23 с.

Элда кӗрсенех вӗсем вырӑнтан ҫӗкленчӗҫ, Готорн ӑна тав турӗ, ҫак тӗслӗх лару-тӑрӑвӗ ӑна актрисӑн талантне тивӗҫлипе тепӗр хут хакламашкӑн май панине, ҫак талантпа вӑл тӗлӗнмеллерех, анчах ҫынлӑхлӑ ӗҫшӗн усӑ курнине палӑртрӗ.

При входе Элды они встали, и Готорн поблагодарил ее, прибавив, что лишь характер случая мешает ему воздать должное ее таланту, который она употребила на, может быть, странное, но истинно человеческое дело.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Университет ҫурчӗн тӗп порталне бронза статуйӑпа капӑрлатасшӑн, конкурса тӑратнӑ чи лайӑх ӗҫшӗн хула виҫӗ пин фунт парать.

Главный портал здания было решено украсить бронзовой статуей, и за лучшую представленную работу город обещал три тысячи фунтов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Анчах вӗсем сасартӑк каллех сапаланчӗҫ, мӗншӗн тесен куҫӗ умне ҫав тери хаваслӑ, ӗлккен ир ҫуталса тухса тӑчӗ; ҫак самантра ахаль йывӑҫ-курӑк сад пахчилле курӑнать, эпир вара аванах мар пӗр-пӗр ӗҫшӗн каҫарнӑ ачасем пек туйӑнатпӑр.

Но мысли вдруг разбежались, потому что занялось и блеснуло перед ней такое жизнерадостное, великолепное утро, когда зелень кажется садом, а мы в нем детьми, прощенными за какую-то гадость.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ху пултараймасан, ӑна-кӑна юсама ҫын тупса пар, ӗҫшӗн Санюк пухутлах тӳлӗ, ан хӑра.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырӑ ӗҫшӗн тивӗҫлипе тӳлемесӗр тӑма хытӑ пӑрҫа мар эпир.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче те Ванькка ҫак ӗҫшӗн сахал вӑй хуман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫсем сана тыткӑнра чухнехи темле ӗҫшӗн хупса лартнӑ тенине илтӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак ҫӗнӗ ӗҫшӗн те, чӑннипе, Матви пичче пуринчен ытларах ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эп ӖҪШӖН шутламарӑм.

Я не посчитал РАБОТУ.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

Финанс отраслӗн мӗнпур ӗҫченне профессири пысӑк ӑсталӑхшӑн, яваплӑ ӗҫшӗн тата суйласа илнӗ тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Благодарю всех работников финансовой отрасли за профессионализм, ответственный труд и верность выбранному делу.

Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/08/news-3929485

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех