Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана ырӑ ӗҫшӗн ӳстертӗм!

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Надежда Константиновна хӑйӗн пултарулӑхӗпе ыттисене хавхалантарма пӗлетчӗ, хӑйне шанса панӑ ӗҫшӗн тем тума та хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

— Эпӗ сана следователь господин патне илсе каятӑп, — хӑйсен хушшинче пулса иртнӗ ӗҫшӗн кӳреннӗ пек шӑппӑн сӑмах хушрӗ вӑл.

— Я представлю тебя господину следователю, — сказал он тихо, будто раскаиваясь в том, что произошло между ними.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫаплах ҫав, пӗтӗм ӗҫшӗн пиҫиххи айӑплӑ пулса тухрӗ, — терӗ Капаклы ҫилӗллӗн.

— Потому что кушак-то всему и виной! — откликнулся Капаклы сердито.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Миршӗн, ҫӑкӑршӑн, ӗҫшӗн демонстраци тумалла!

Демонстрация за мир, за хлеб, за работу!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир пысӑк ӗҫшӗн кӗрешӗве тухнӑ, анне.

Мы идем на большое дело, мама.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсир ирӗкре пулни пирӗн пӗрлехи ӗҫшӗн ҫав тери хаклӑ.

— Свобода является столь дорогой нашему общему делу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл кивӗ ботинкӑсемпе ҫӳрени те ҫамрӑк ҫын хӑйӗн ҫи-пуҫӗ ҫине питех ҫаврӑнса пӑхманни ҫинчен калать, хӗрӳ ӗҫшӗн кӑна чунне парса тӑрӑшнӑ пек кӑтартать.

Стоптанные ботинки как бы доказывали, что владелец их не обращает внимания па внешность и полностью отдается своей кипучей деятельности.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, шкул дирекцийӗ Цэрнэне пысӑк парӑма кӗнӗ пулать: ҫав укҫа ӑна ӗҫшӗн темиҫе ҫул хушши тӳлеменнипе пухӑнса пынӑ имӗш.

Поговаривали, что дирекция школы задолжала мастеру Цэрнэ большую сумму, которая возрастала из года в год.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анат Тӑрмӑш шкул территоринчи палӑка сӑн кӗртесси те, унти хӑрӑк йывӑҫсене касса тирпейлесси, садри чӑтлӑха тасатасси тата ытти те пурте пӗрлехи вӑйпа кар тӑрса пурнӑҫланӑ ӗҫсем пулнине палӑртрӗ докладчик, пурне те пысӑк ӗҫшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Хастар ӗҫшӗн Анатолий Витальевич чылай наградӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Эпӗ сана ҫак ӗҫшӗн каҫармастӑпах!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан Кирук еннелле ҫаврӑнса: — Эпӗ халех шӑнкӑравласа пӑхатӑп. Лесничий ку ӗҫшӗн нимех те калас ҫук. Ҫын ӗҫ тума васкать. Эсӗ часрах «Орлика» кӳл. Вара ҫак юлташ ӑҫта кайма калать, ҫавӑнта илсе кай. Е Иван Петрович, е Николай Михайлович, е Николай Игнатьевич патне кайса леҫ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тахҫан тунӑ ӗҫшӗн укҫан хавхалантарма пултарӗҫ.

Работа, сделанная в прошлом, может ознаменоваться выплатами.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку тискер ӗҫшӗн судпа айӑплаҫҫӗ пуль ӑна? — хӑйне алла илме пуҫларӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хальлӗхе, ҫамрӑк тусӑмсем, Сергейпе Иван, ҫак паттӑрла ӗҫшӗн сире хам ятпа тав тӑватӑп, малашне мӗн тумалли курӑнать унта.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫав пупа, пӗлетӗн-и, Якку атте, ҫав ырӑ ӗҫшӗн мӗн тунӑ тет?

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан ун хуҫи тарҫине ашшӗпе пӗрле ямасть пуль, хӑйӗнпе пӗрле илсе каять пуль тесе шутланӑччӗ, ҫук, чармарӗ, кун пек теветкел ӗҫшӗн эп хам та пыма хатӗр тесе ҫамрӑк тӗкӗрҫӗсене пурне те Василь-Новгорода ҫитсе килме ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек ӗҫшӗн, Ту енне ҫавӑрса илессишӗн, теме те каҫарать.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Германире службӑра тӑнисен районти организацийӗн ертӳҫи Анатолий Васильев вара кӑтартуллӑ ӗҫшӗн Хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех