Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫнӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апат ҫисе эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн илемлӗ кӗвӗ итлени сывлӑхшӑн усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗр черкке ӗҫнӗ хы ҫҫӑн Саша тинех хӑй чӑннипех ӑшӑнса ҫитнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӗҫнӗ вӑхӑтра анчах лайӑх.

— Только во время выпивания хорошо.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Чунри асапа самантлӑха та пулин пусарас тесе ӗҫнӗ, анчах ку вӑхӑтлӑх йӑпану иккенне часах тавҫӑрса илчӗ арҫын.

Выпивал, чтобы хоть на мгновение подавить душевное страдание, но мужчина сразу понял, что это временное утешение.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл, стаканран тӑват-пилӗк тумлам шыв ӗҫнӗ те, шухӑшӗсене тӗрӗс формулӑласа калама кирлӗ сӑмахсем шыраса, залӑра ларакан ҫынсене кӑшт селӗпрех сасӑпа ҫапла каланӑ:

Он отпивал несколько капель из стакана и, подыскивая точные формулировки идей, слегка картавя, — говорил залу:

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Стаканран спирта ӗҫнӗ май шӑлне шатӑртаттарса, вӑл сасартӑк лӑпланчӗ, пичӗ туртӑнма пӑрахрӗ, куҫӗсем кӗленче пек хытрӗҫ.

Потянув спирт из стакана, задребезжавшего о зубы, сразу затих, щека перестала дергаться, глаза остекленели.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иона Негодин ӗҫнӗ сан юнна, хохол…

Иона Негодин твою кровь пил, хохол…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шыв хӗрринче, лашасем шавлӑн сывласа, сарлака сӑмса шӑтӑкӗсемпе шыва ик еннелле сирсе ӗҫнӗ вӑхӑтра, эпир хӗрлӗармеецсем калаҫнине итлерӗмӗр.

На речке, пока лошади, раздувая широкие ноздри, жадно пили воду, мы слушали разговоры красноармейцев.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫакӑн ҫинчен илтсен мана намӑс пулса кайрӗ: эпӗ ӗнер те, паян та ҫӑкӑр тата турам апачӗ ҫинӗ, компот та ӗҫнӗ, анчах хам ӗҫлемен.

Мне, когда я услышал об этом, стало совестно: я вчера и сегодня ел хлеб и даже тюрю и узвар пил, а работать не работал.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пасторша кофе ӗҫнӗ май унӑн амӑшӗпе чарӑнми калаҫать.

Пасторша пила кофе и болтала без умолку с его мамой.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр ирхине Эмиль нумайччен ҫывӑрчӗ, вӑрансан кухньӑра Альфредпа Лина кофе ӗҫнӗ май калаҫса ларнине илтрӗ, вӑл кравать ҫинчен чалтах сиксе тӑчӗ, унӑн ашшӗ хӑйне сысна ҫури парнелени ҫинчен Альфреда часрах каласа кӑтартас килчӗ.

На следующее утро Эмиль проснулся поздно и услышал, что Альфред и Лина уже пьют на кухне кофе и разговаривают, он тут же вскочил с постели — ему не терпелось рассказать Альфреду, что папа подарил ему Свинушка.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӗрӗссипе каласан, вӗсене ӗҫнӗ хыҫҫӑн эпир вӑйсӑрланатпӑр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулатпӑр, хуйха ӳксе пӑшӑрханатпӑр, чирлесе каятпӑр.

Правда, от них мы становимся вялыми, безвольными, удрученными, больными.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑнасем кофе ӗҫнӗ вӑхӑтра вӑл пачах та пырса курӑнмарӗ.

И всё время, пока гости пили кофе, он не появлялся.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл чӗререн тупа тусах мана хӑйне ҫынсем эмел парса вӗлерменни ҫинчен, хӑй питех нумай ӗҫнӗ хыҫҫӑн сивчирпе чирлесе вилни ҫинчен каласа пачӗ.

Александр поклялся мне, что не был отравлен, а умер от лихорадки, вызванной пьянством.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл кофе ӗҫнӗ май Эмиль вӑраниччен шӑплӑхпа киленсе ларать.

Выпить кофе в тишине и покое до того, как проснётся Эмиль.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем кӑпӑшка булочкӑпа кофе ӗҫнӗ ӗнтӗ.

Гости уже выпили кофе со сдобными булочками.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах Ӗҫнӗ ҫынна чарасси пур-и!

Куда там, разве остановишь выпившего человека!

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вара вӑл шыв ӗҫнӗ, ҫӑвӑннӑ та тепӗр хут вуласа тухнӑ.

Потом он выпил воды, умылся и опять прочитал.

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Пӗри: «Хисеп ту!» — тенӗ, Афанасий Львович ӑна хисеплесе шампански ӗҫнӗ.

Один говорил: «Уважь!» — и Афанасий Львович из уважения выпивал шампанского.

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Пӗр тиркешмесӗр ӗҫнӗ — коньякне те, шампанскине те.

Пили уже без разбора — и коньяк и шампанское.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех