Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлекенсем (тĕпĕ: ӗҫлекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.

10. Когда строители положили основание храму Господню, тогда поставили священников в облачении их с трубами и левитов, сыновей Асафовых, с кимвалами, чтобы славить Господа по уставу Давида, царя Израилева.

1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян ГТО нормисене пурнӑҫламашкӑн шкул ачисемпе студентсем кӑна мар, тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

- Хула ҫывӑхӗнчи хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсем ҫителӗксӗррине пӑшӑр-ханса пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Урмарская» КСО» акционерсен хупӑ обществинче ӗҫлекенсем вара сӑмаха ҫилпе вӗҫтерме хӑнӑхман, ҫавӑнпа та палӑртнӑ вӑхӑтра хӑтлӑ ҫурт пурӑнакансене йышӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Калининӑри ветеринари лечебницинче ӗҫлекенсем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

Работники Калининской ветеринарной лечебницы встретили нас тепло.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Иккӗмӗш призерсем - райадминистрацинче ӗҫлекенсем, виҫҫӗмӗшсем - Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Элӗкри муниципалитет архивӗ» учрежденире ӗҫлекенсем ӑна савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ку шутра - Шупашкар районӗнче ӗҫлекенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районтан Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ӗнерхи салтаксем, районта пурӑнакансем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем, шкул ачисем, пенсионерсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Ялсенче суту-илӳпе ӗҫлекенсем тупӑшӑн 25-30% шӑпах алкоголь продукцийӗнчен илнине аса илтерекен те тупӑнчӗ.

Кто-то напомнил и о том, что 25-30% процентов прибыли в сельской торговле приходится на алкогольную продукцию.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех