Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнерхи (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑк сулхӑн пулсан та, ӗнерхи ҫи-пуҫпах вӑл: майка ҫинчен тӑхӑннӑ ҫӳхе курткӑпа; ҫӳлти тӳмисене ҫаклатман, ҫаннисене тавӑрса лартнӑ, ҫара пуҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Паян Тихон Евдокимович та ӗнерхи пек апла-капла калаҫмарӗ пуль-ха? — персе ятӑм эпӗ, Лашмановӑн кӑмӑлӗ лайӑххине курса чӑннипех те ҫапла шутласа.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улшӑнӑвӗ пачах ҫук та мар-ха: паян колоннӑсем ҫумне иккӗн «пукансем» шӑратса ҫыпӑҫтараҫҫӗ — ӗнерхи электросварщикпа Лашманов.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫитрӗм ӗнерхи тӗле, Турунов бригадин пӗр ушкӑнӗ столовӑй тунӑ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗн пулӗччӗ-ха ӗнерхи Турунов паян сасартӑках тӗксӗмленме тытӑнсан, унӑн ячӗ-сумӗ чаксан? — темле кансӗрлӗхе лекнӗн ыйтатӑп эпӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗнерхи лицейистсем пурнӑҫ анлӑ ҫулӗ ҫине тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Тима ӗнерхи каҫхи апата ҫисе ларать, ашшӗ сарайне юр тасатма кайнӑ.

Тима уже завтракал остатками праздничного ужина, а папа пошел в сарай чистить двор от снега.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Тӑшмана аркатнӑ куна ӗнерхи пекех асра тытать, мӗншӗн тесен Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнах вӑл 20 ҫул тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Ун ҫине Таранов хӗрхенерех пӑхрӗ: ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арҫын мухмӑрпа аптрани сисӗнет — тӑртаннӑ куҫне аран-аран уҫкалать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унтан Елчӗкри тӗп статистика управленийӗнче бухгалтер ӗҫне пурнӑҫлама шанаҫҫӗ ӗнерхи фронтовика.

Куҫарса пулӑш

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Ӗнерхи кун тӗлне 1081 гектар урпа,1039 гектар тулӑ, 193 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, 130 гектар сӗлӗ, 75 гектар пӑрҫа акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d1%83%d0%b ... %82%d1%8c/

Ӗнерхи кун тӗлне 2473 гектар урпа, 2297 гектар тулӑ, 476 гектар сӗлӗ, 375 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 160 гектар пӑрҫа, 60 гектар вика, 140 гектар рапс («Дружба» ЯХПК, «Родина» ООО), 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем) акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ… // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Эпӗ, ӗнерхи пекех ӳсӗрӗлсе кайнӑскер, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, сан ҫине пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Каҫхине, ӗҫрен таврӑнсан, вӑл каллех Аньӑран ӗнерхи ыйтӑва ыйтрӗ: «Мӗншӗн кӑмӑлсӑр эсӗ?»

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Офицеры» юрӑ ӗнерхи симӗс пакунлӑ салтаксене ҫеҫ мар, пулас чикӗ хуралҫисене те тарӑн шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Ӗнерхи кун тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑна 3782 тонна (109 процент) кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Ӑна ӗнерхи кун 2409 гектар ҫинче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

— Юрӗ ӗнтӗ, юрӗ, ӗнерхи калаҫу килӗшмерӗ пуль-ха сана…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ӗнерхи атака ӑнӑҫлӑ пулманнишӗн пире тавӑрма шутларӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӑш вӑхӑтра хам вырӑнтан тапса сикнине те сиссе юлаймарӑм — эпӗ пӗтӗм мехелӗмпе, урана ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек, те ӗнерхи чӗчӗ тихилле ӗрӗхетӗп, те кӑлтӑрмачла кӑлтӑр-кӑлтӑр кусатӑп малалла.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех