Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнерхи (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗ сывлӑх суннӑ ҫын — ӗнерхи Маруҫ — Левене асӑрхасан, ун-кун пӑхкаласа, пуҫне айккинелле пӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсене ӗнерхи салтак аса илесшӗнех пулмарӗ, пӗр сӑмахпа кӑна: «Хӑрушӑ», — тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предприятийӗнче акнӑ лаптӑксем тата ытларах — 350 гектар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Округ администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӗнерхи кун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 2392 гектар ҫинче (14 процент) акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Ӗнерхи кунсӑр паян ҫук, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ӗнерхи ҫунапа йӗлтӗр йӗррисем, кӑпӑшка тӑманпа хупланнӑскерсем, палӑри-палӑрми ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫимун хӗрарӑм умӗнче ӗнерхи куншӑн аванмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр самантран аса илчӗ Ҫимун ӗнерхи мунча хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси ялӗ, ҫывӑрнӑ чухне ҫеҫ лӑпланаканскер, ыйхӑран вӑрансанах ӗнерхи ӗҫсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл паян та ӗнерхи пекех телейлӗ те савӑклӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнерхи пӑтӑрмах туй пӑтӑрмахӗ пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Унта ҫитнӗ май пӑхатӑп: ӗнерхи юлташсем те, ман пекех, пушмакӗсене шыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Вӗсен ӗнерхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кӑтартакан графикра икӗ цифрӑллӑ паллӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗнерхи ӗҫ процентне ҫырасса кӗтетпӗр, — хуравларӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пирӗн ӗнерхи лӳппер, Упа пек хирет ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Ӗнерхи кӑлтӑкӗ свечарах пулчӗ пулмалла, — терӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Йӑранӗсем вӗсен юнашарах та пӗр-пӗрин ҫине ӗнерхи пӑтӑрмаха аса илсе пулинех чӑлтӑртаттарса пӑхса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Паян та, ӗнерхи пекех, хамӑр историшӗн кӗрешмелле, ӑна хӳтӗлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

Ирхи тӗтре тӗтӗмӗпе кӑштах хупланнӑ горизонтсӑр, ӗнерхи ҫумӑр ҫуса тасатнӑ инҫетри сип-симӗс вӑрмансӑр пуҫне урӑх ним те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех