Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр студент каччӑ чӑнах талантлӑ ҫын тесе шутлать, вӑл кирек мӗнле япала та ҫырма пултарасса ӗненмеллипех ӗненет пулмалла, апла тӑк мӗншӗн унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерме тӑрӑшмалла мар?
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Капитализм йӗркисем чӑваш хушшине кӗрсе пынине пире писатель ытти нумай витӗмлӗ детальсем урлӑ, тӗрлӗ вак-тӗвексем урлӑ кӑтартса парать, вара ӗҫсем чӑннипех ҫапла пулса иртнине ӗненмеллипех ӗненетӗн.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
— Эсир асӑннӑ ҫуртасем манӑн ҫук, анчах йӗри-тавра ҫутататӑп та — эсир ӗненмеллипех ӗненетӗр: кунта темӗнле тимӗр-тӑмӑрпа ӑпӑр-тапӑрсӑр пуҫне татӑклӑнах — нимӗн те ҫук!
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах Мард тӗрӗслеве питӗ тӗплӗ хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа та мӗн пур ыйтӑва хуравласа Кароле ӗненмеллипех ӗнентерсе ҫитерчӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
— Эсӗ вара гладиаторсен восстанийӗ пулма пултарассине ӗненмеллипех ӗненетӗн-и?
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав самантра эпӗ Галя вилсе кайнӑ пек туйрӑм, вӑл чӗрӗ маррине ӗненмеллипех ӗнентӗм.В ту минуту я почувствовал, я был уверен, что и Гали нет в живых.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл хӑйӗн юлташӗ ҫинчен элек шухӑшласа кӑларнӑ, ӑна хӑех сарнӑ, вара ҫав элеке тепӗр юлташӗнчен илтнӗ те — хӑй те ӗненмеллипех ӗненнӗ.
Кӑмӑлне тултарнӑскер // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166–167 с.
Ачасем вара, ӑна ҫапах та пӗлӗт ҫинчен аҫа ҫапманнине кура, Джо шуйттана сутӑннине ӗненмеллипех ӗненчӗҫ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1