Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйӗн кӑткӑсах мар ӗмӗчӗсен пӗтӗм арсеналне тишкерчӗ, анчах ку та, тепри те илӗртмест.Весь арсенал своих несложных желаний перебрал он, но все это было не то.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Акӑ вӗсен ҫамрӑк ӗмӗчӗсен телейлӗ вӑхӑчӗ!
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл вӑрӑм, ырхан та типшӗм кӗлеткипе вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресе пурӑнакан ҫынна тата перекатиполе текен курӑка аса илтерет, анчах ҫӗр чӗнӗвне ҫакнашкаллисем те чӗрипе йышӑннӑ; вӗсем, типсе кайнӑскерсем, тапранса тухнӑ та хӑйсен сӳнсе ӗлкӗреймен туртӑмӗсен тата ӗмӗчӗсен вӑррисене акса ӳстерме вырӑн шыраҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Берсенев ӑна килӗшет; вӑл унӑн ӑшӑ туйӑмӗсене, унӑн ӗмӗчӗсен тасалӑхне ӗненчӗ.Он ей нравился; она верила теплоте его чувств, чистоте его намерений.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ку вӑл подпоручик, хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ те хӗрӳ ӗмӗчӗсен йӑпанӑвӗ ӑшне путнӑскер, сисмесӗрех вӑта ҫӗртен утӑм хыҫҫӑн утӑммӑн сылтӑмалла куҫса, ҫав вӑхӑтрах ҫурма роти ҫине тапӑнса, хӗсӗнтерсе пынипе те юлашкинчен вара, йӗркене пӗтӗмпех пӑсса пӑрахса, унӑн сылтӑм флангне пӗрсе тухнипе пулса кайнӑ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Намӑс пулчӗ ку таранччен ҫеҫкесене пытарма, юратун ырӑ шӑрши ӑшӗнче ишме, ача пек, тӗлпулу шырама, уйӑх ҫутинче ҫӳреме, хӗр чӗри тапнине итлеме, ун ӗмӗчӗсен хумханӑвне чухлама…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, ҫул хыҫҫӑн ҫул килнӗ, унӑн янахӗ ҫинчи ҫемҫешке тӗк вырӑнне шӑрт пек сухал тухнӑ, ҫиҫсе тӑракан куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, пилӗкӗ сарӑлнӑ, ҫӳҫӗ ҫав тери йӑшма пуҫланӑ, хӑй вӑтӑр ҫула ҫитнӗ, анчах нимле ӗҫре те пӗр утӑм тӑвайман, унчченхи пекех хай ӗмӗчӗсен алкумӗнче вунӑ ҫул каялла пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1