Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшшине (тĕпĕ: ӑшши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил-ҫурт вучахне тата ӑшшине упракан Елена декрет отпускӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Вӑл ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне те, ҫири кӗперен ҫывӑх вилӗм хӑрушлӑхне те, туслӑ алӑ ӑшшине те, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртни кӑмӑла тултарнӑ ырлӑха та, тӑшман лайӑхрах хӗҫ-пӑшалланнине туйса ним тӑваймасӑр тарӑхнине те пӗлекен пулать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хам чӗре ӑшшине унта нумай панӑ-ҫке… — амӑшӗ тӳсеймерӗ, йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

18 ҫынна пӗрлештерсе тӑракан коллективра шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерессишӗн чун-чӗре ӑшшине парса тӑрӑшнисӗр пуҫне, ҫурта, территорие хӑтлӑх кӳресси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин мӑшӑрсен умӗнче ҫемье ӑшшине упранӑшӑн, ырӑ йӑла-йӗркене тытса пынӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулма пултарнӑшӑн пуҫ тайнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Людмила Витальевнӑпа Юрий Николаевич Григорьевсем те ҫемье ӑшшине упраса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Ҫак самантра газ плити патӗнче мунчара ӑшшине панӑ евӗрлӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Зоя Степановна вара кил ӑшшине пӗчченех тытать пулин те ахаль пурӑнма хӑнӑхман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Зоя Степановна вара кил ӑшшине пӗчченех тытать пулин те ахаль пурӑнма хӑнӑхман.

Зоя Степановна не привыкла жить без дела, хотя и проживает в одиночестве.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Кашнинех тимлӗх уйӑрать, хӑйӗн чун ӑшшине парнелет Алина Никоновна.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Кӑнтӑрла хӗвел ҫути ҫӑтса тултарнӑ ҫӗрӗн-шывӑн, сывлӑшӑн ырӑ ӑшшине те ҫывхарса килекен каҫ йӑлтах каялла ӗмсе илейменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, тимӗртен тытса ҫывӑрма юрамасть иккен, сивӗ тимӗр ӳт ӑшшине хӑй ҫине туртса илет-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтанпа кил ӑшшине пӗчченех тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Епле тарса пуҫ таймалла-ши сан умӑнта, епле пӑхса куҫ ӑшшине ӑшӑтмалла-ши сана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Питӗ те лайӑх-мӗн пӗр-пӗрне хулсемпе тӗкӗнсе ларма, Укаҫ ӑшшине туйса ларма.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сиввине, ӑшшине, вӗрине…

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кашни ача ҫемьере ӳсмелле, унӑн ӑшшине туймалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьере ӳсмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61039

Унӑн вӗри ытамне лекес пулсан, унӑн хӑмӑр куҫӗсен суя ӑшшине туйсан, хӑвна ху чарма йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗсем халь пӗр-пӗринпе питӗ ҫыпҫӑнса ларчӗҫ, пӗр-пӗрин ӑшшине, пӗр-пӗрин ӳтне ҫаплах туйрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӳсен-тӑрансем, тарават хӗвел ӑшшине тав туса, пуҫӗсене енчен енне тайкаласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех