Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшшине (тĕпĕ: ӑшши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хутӗнче Ҫтаппан киле тӳрех ҫӗнӗ арӑм илсе пыман-ха, анчах вӑл амӑш хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ хӗрӗпе те пӗр чӗлхе тупса, ӑна ашшӗ ӑшшине парса, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑть ӑҫта вӑй хурсан та, хӑть мӗнле обществӑлла ӗҫе пурнӑҫлатӑр пулсан та, эсир унта хӑвӑр чунӑр ӑшшине хыватӑр, сирӗн пултаруллӑ вӑй-халӑра пула обществӑра килӗшӳлӗх йӗркеллӗн упранать.

Где бы вы ни трудились, какую бы общественную работу ни выполняли, в любое дело вкладываете свою душу и тепло, благодаря вашей созидательной энергии сохраняется согласие в обществе.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Ҫурхи-кӗрхи ҫӗр ытла та путсӗрле хӑтланать: хӑй ҫине вӑл йӑпатса-ачашласах вырттарать, анчах выртаканӑн ӳт-тир ӑшшине, ӑшчиккине сусӑрлантарса, сывлӑхне хуҫса пӗр шелсӗр ӗмсе-туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑмсӑр пурнӑҫ хаваслах мар пулин те, ҫав телее урӑх хӗрарӑмра шырамарӗ вӑл, ҫемье ӑшшине ҫитӗнсе пыракан хӗрӗнче курчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗр каччӑн сарлака ал тупанӗн ӑшшине нумайччен туйса тӑчӗ, унӑн пичӗ пӗҫерсе килчӗ, чӗри хытӑран та хытӑрах тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Виктор каллех унӑн аллисен ӑшшине туять.

Снова он чувствует теплоту ее руки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ху авланас тетӗн, мунча ӑшшине тӳсейместӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ҫӳлтен ҫӳле хӑпаракан хӗвел урисем ӑшшине парӑнса, кунсеренех шӑтӑклана-шӑтӑклана шупкалса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗр-шыв ешертӗр, хӗвел хӑйӗн ӑшшине ан хӗрхентӗр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑвӗпех сар хӗвелӗ те хӑйӗн ӑшшине хӗрхенмерӗ, ӑшӑ ҫумӑрӗ те хура ҫӗре ҫителӗклӗ шӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Елена Юрьевна вара, пӗр сӑмахсӑрах, ҫемье ӑшшине упраканӗ: юратакан мӑшӑр, ачисемшӗн хыпӑнакан амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Чӑнах та кунта ниме пӑхмасӑр, хирӗҫ нимӗн те ыйтмасӑр кирек кама пулӑшма хатӗррисем, районӑн обществӑлла пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансем, йывӑрлӑхри е хӳтлӗхсӗр ентешсене хӑйсен ӑшшине парнелекенсем пулчӗҫ теес килет.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Эпир картлашка ҫине хӗвел ӑшшине тухса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем кӗпӗрленсе кӑнтӑрлахи кӗлле кӗнӗ чух, эпир пӑрӑнса юлтӑмӑр та чиркӳ айккинелле, хӗвел ӑшшине, кайса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, куркана илсе, пӳртрен тухрӑм, кӗлет умне хӗвел ӑшшине ларса ҫиме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче, уяв кун, атте алкум вӗҫне хӗвел ӑшшине тухса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫулла вӑл ытла пӗҫертсе хӑй ӑшшине пӗтерсе пӑрахать, хӗлле валли унӑн ӑшши юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑп ҫав яхӑнта ялти темиҫе ҫемье хӳтлӗхсӗр юлнӑ ачасене хӑйсен ӑшшине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫӗр ҫине вӑл пит йӑвашшӑн Йӑлтӑрса пӑхатчӗ, Ыра кӑмӑллӑн, ачашшӑн Ӑшшине тӑкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех