Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑн та, ун пиҫӗ, чӗрӗ ӑсӗпе тап-таса шутлавӗ ман хевтесӗр вӗрентеслӗхӗме ҫӗнтеретчӗҫ-ҫӗнтеретчӗҫех юлашкинчен.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Чикӗ леш енче туни — чи лайӑххи, чи тӗрӗсси» текен шухӑша вӑл нихӑҫан та кӑмӑлламан, карап инженерӗсене хӑйсен ӑсӗпе пурӑнма вӗрентнӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫырура унӑн ывӑлне хӑтарма тивӗҫли ҫинчен, Миронов капитан хӗрӗн ӑсӗпе чӗрине мухтама тивӗҫли ҫинчен ҫырнӑ.Письмо содержит оправдание его сына и похвалы уму и сердцу дочери капитана Миронова.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӑйӗн ӑсӗпе мар, ҫук, хӑйӗн ҫерҫи чӗрипе, арҫын ача ҫак хурарах сӑнлӑ ҫар ҫыннине «инвалид» сӑмаха каланипе ӑна мӗн тери ыраттарнине туйса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев амбразурӑсем, траншейӑсем, пулемет йӑвисем хӑш тӗлте пулнине куҫпа курнинчен ытла, ӑсӗпе тавҫӑрса илнӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Килти-ялти харкашу-тавлашусене амӑшӗ – Вера Григорьевна - пӗтӗм чун хавалӗпе те таса ӑсӗпе сӳнтерсе пырать.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Асӑрхарӑмӑр ӗнтӗ, ҫӗнӗ «шӑпӑр» пирвайхи тӗлпулурах институт йышӗнчи хӑйне «юратакансемпе» «юратманнисене» хӑй ӑсӗпе ҫурмалла пайларӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ӑсӗпе те маларахчӗ, тавлашма ҫук.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Унӑн ӑсӗпе, таланчӗпе, этемлӗхӗпе ӗҫлеме ҫӑмӑлччӗ, мӗнле ыйту ҫине те ун ялан хурав пурччӗ.Его умом, талантом, человечностью работать было легко, на любой вопрос у него был ответ.
Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Юрий Аркадьевич ҫут тӗнчери хӑйӗн тӗллевне чунӗпе, ӑсӗпе ӑнланнӑ та ӑна куллен пурнӑҫа кӗртет.Юрий Аркадьевич понял душой, умом для чего он пришел в этот мир и каждый день воплощает его.
Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Чӑн та, ҫак кунсенче тӑван республикӑмӑр кӑна мар, йӑхташӑмӑрсем ӑҫта тымар янӑ — пур ҫӗрте те, урӑхла каласан — пӗтӗм чӑваш тӗнчи, Яковлев сывлӑшӗпе сывлать, ӑсӗпе тӑнлать, ун кун-ҫулӗпе пурӑнать.
Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
51-52. Ҫакна вӑл хӑй ӑсӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе, халӑхшӑн ҫеҫ мар, тата сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19. ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18. вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19. туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӗнче Туррӑн ӑслӑлӑхне курса тӑрса та хӑй ӑсӗпе Турра пӗлеймен, ҫавӑнпа Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр курӑнакан вӗрентӳпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29. ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30. усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31. вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тир хулин пуҫлӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чӗрӳ мӑнаҫланса кайрӗ санӑн, эсӗ: «эпӗ — турӑ, турӑ вырӑнӗнче, тинӗс варринче, ларатӑп» тетӗн, ху — этем ҫеҫ, Турӑ мар, анчах ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хуратӑн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 18. кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.