Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсӗ (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манашкал кӑна мар, сан упӑшку Валиулла ӑсӗ унра.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ха, мунчине сутмарӗҫ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 144–156 с.

— «Сӑмахлӑх вӑл — сӑмах ӳнерӗ, ҫӗршывӑн сӑнарлатнӑ историйӗ, халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсӗ, ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-туйӑмӗн пуянлӑхӗ…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ-и шкул ачине чӑваш литератури? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/kirle-i-shkul-achine- ... literaturi

Эпир авалхи чулсем тата вилтӑпри ҫинчи чугун плитасем хушшипе пыракан тӑвӑр сукмакпа ерипен ҫаврӑнкаласа ҫӳретпӗр, вӑл хӑйӗн ӑсӗ хӑйнех йӑлӑхтарса ҫитернӗ ватӑ профессор пек ӳркевлӗн тухакан сасӑпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Пӗр тытӑнсан, хамӑра та ача ӑсӗ кӗчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Кукамай, мӗншӗн качака ӑсӗ?

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Те качака ӑсӗ кӗчӗ, килӗшрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Хӗре качча кайнӑ чух качака ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Хӑйӗн ача ӑсӗ кайӗ-ши сан, Миша? — терӗ Миргалим, Иван Степанович сӑмахӗсене илтмӗш пулса.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Ах, пачах маннӑ, вӑт хӗр ӑсӗ, — хӑйне евӗрлӗ кулса, аллипе сулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑваш халӑхӗн ӑсӗ вӗсенче пит вырнаҫуллӑ вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Асту, ытти хӗрарӑмсенни пекех, унӑн та ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗскерех.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске ҫав хӗрарӑмсен, — темле шӗвек шӑнкӑр-шӑнкӑр туни илтӗнет шалта.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм, ӑсӗ кӗске тесе, ман пеккисене калаҫҫӗ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тиллин сӑнӗ те, ӑсӗ те пур, чи кирли — унӑн тӳсӗмлӗх пур, тӳсӗмлӗхе пула вӑл «вилме маннӑ» ватӑ ҫулне ҫитиччен пурӑнать, ҫапах та чӑваш ятне ҫӗртмест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫыраканӑн чӗри хавшак, ӑсӗ катӑк пулсан, вӑл ырӑпа усала уйӑрса илеймест пулсан — ун пек юрӑсене вӑл тупаймасть, илемне туйса илеймест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл чиста калаҫма та пултарнӑ, ӑсӗ те вырӑнӗнче пулнӑ, анчах кӑмӑл-туйӑмӗсем пач ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457

Ват ҫынна ача ӑсӗ кӗрет, тенине илтнӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ӑсӗ пур те ӗнтӗ ҫавӑнне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑлсан ҫынна пӗчӗк ача ӑсӗ кӗрет тесе ахаль каламан иккен.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ӑсӗ — ҫур пуса анчах, Алли — хӗп-хӗрлӗ юнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех