Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсӗ (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑсӗ сирӗн фермӑна мар, колхоза ертсе пыма та ҫитет-ха, — шӳтлерех каларӗ Ярабаев.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Айван ҫынах мар ку — ҫӗр ҫинче пурӑнмалӑх ӑсӗ пур», — шухӑшларӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫапла халӑх пӑтранать, Пӗрмай ӑсӗ улшӑнать…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑсӗ пулсан чухлама Салтса ҫыхтӑр хӑй ӑспе: Эпӗ ҫыхрӑм сӑнама Пулас кунсен ячӗпе».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑсӗ пӗрлех пуль-ха вӗсен.

Наверное, ум у них с собой.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Шӑвӑҫ япаласем тума вӗренекен ачасене хӑюллӑ та ҫивӗч ӑслӑ ҫынсем пек сӑнласа панӑ май Урсэкие Фабиан господина яланах ухмахрах пек кӑтартать, унӑн ӑсӗ катӑккине палӑртать.

В передаче Урсэкие господин Фабиан все время оставался в дураках в результате отваги и находчивости ребят-жестянщиков.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кирук куҫӗнче ачанни пек мар, мӑн ҫыннӑн ӑсӗ, хуйхи-суйхи палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сухалӗ вӑрӑм та — ӑсӗ кӗске, тесе калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ара, ҫитмӗле ҫитсен ҫичӗ ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет ҫынна тет-ҫке халӑх.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑнӗ те, ӑсӗ те пур, кӑмӑлӗ те вылянчӑк мар, — ывӑлӗпе килӗшем пек пулчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылай ларсан вара: — «Куратӑп, халӗ те пӗчӗк ача ӑсӗпе пурӑнатӑн эс, Мамич-Бердей. Арҫын ӑсӗ кӗреймен-ха сана», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ пани сахал мар ҫав нухай мӑрса хӗрӗн: пӑхса киленмелӗх сӑнӗ пур, арҫынсемпе тан калаҫмалӑх, упӑшкипе патшалӑх ӗҫӗсем пирки канашламалӑх ӑсӗ пур, юрламалӑх сасси пур.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та пӑх-ха эс ӑна, ӑсӗ хӑйне кура мар, ытлашшипех.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Анчах камӑн, хӑйне тайӑн, ӑсӗ ҫук пуль?

А скажите, кому не хватает ума настолько, чтобы жить прилично?..

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗринпе япала улӑштарма та хӑрушӑ иккен: ӑслӑраххин ӑсӗ теприне кайма пултарать имӗш.

Меняться чем-либо друг с другом тоже опасно — разум того, кто поумнее, может перейти к слабоумному и наоборот.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑнах та хитре вӑл, ӑсӗ те ҫук мар ун.

В самом деле хороша: и умна, и красива.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑшманӗсемпе кӗрешме ӑсӗ пур.

Сражаться с недругами у него достанет ума.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухмах-ухмах те эсӗ ӑна, Яка Иллене, унан хӑйне пурӑнмалӑх ӑсӗ пурах-тӑр ҫав ӗнтӗ, мӗн тӑвӑн эсӗ.

Видать, есть у Илле умишко.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Е укҫапа пӗрле ҫыннӑн ӑсӗ те хутшӑнать-и?»

Или вместе с деньгами у человека и ума сразу прибывает?

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех