Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрӑва (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Павлик Морозов» поэмипе «Телей ҫулӗ» юмахӗ, «Чапай», «Амӑшӗ», «Ҫӗнӗ пурнӑҫ калчисем», «Пирӗн костер», «Елкӑна чӗнни» сӑввисем ҫамрӑк ӑрӑва коммунизмла воспитани парас ӗҫре калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Хӑйӗн ӑсталӑхне ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Эпир пурте пӗрле тӗрӗссине, пирӗн йӑла-йӗркесем, пирӗн республика тата халӑх вӑйлӑ пулни ҫинчен каланӑ май кӗҫӗн ӑрӑва воспитани пама пулӑшатпӑр, пирӗн ҫӗршыва тулаш енчен витӗм кӳрессине хирӗҫ тӑратпӑр, - терӗ Максим Владимирович.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Малашне те ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пулӑшса пырасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/

— Ҫак палӑк ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани памалли тепӗр вырӑн пулса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Пӗрремӗшӗ ялти шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чылай ҫул хушши физкультурӑпа географи предметне вӗрентсе спорт енчен пиҫӗхтернӗ пулсан, унӑн мӑшӑрӗ ачасене вырӑс чӗлхине ӑша хывма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Строительство комплексӗн никӗсне хывнӑ тата ҫамрӑк ӑрӑва ҫӗнӗ ӗҫ династийӗсем йӗркелеме пулӑшса пырса хӑйсен пуян опычӗпе пӗлӗвне паракан ветерансене уйрӑмах пысӑк тав.

Огромная благодарность ветеранам, которые заложили основу строительного комплекса и передают свои навыки и знания молодому поколению, способствуя поддержке и формированию новых трудовых династий.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Фестиваль хӑнисем ӳлӗмрен те ҫакӑн евӗр мероприятине ирттерме чӗнсе каланӑ, ҫакӑн евӗр паха наци йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Ҫар уявӗсене ҫакнашкал анлӑ ирттерни ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫре пысӑк витӗм кӳрет, уява ачасене те йышлӑн явӑҫтарни ҫитес вӑхӑтра Асхва тӑрӑхӗнче моряксен йышӗ тата та хушӑнасси иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Чӑнах та пирӗн вӑхӑтри геройсен — пысӑк ҫутӑ ӗмӗтлӗ ҫынсен, пирӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан тата пӗрле ӗҫлекен геройсен сӑнарӗсем халӑха, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва, воспитани парас ӗҫре мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑннине хак пама та йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫитӗ- некен ӑрӑва тивӗҫлӗ вӗренӳпе воспитани памалли ятарлӑ нормӑсене пӗтӗмӗшле тивӗҫтермеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассишӗн вӑй хуракан учительсем те пысӑк чыс-хисепе тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ҫитӗнекен ӑрӑва муниципалитетра пурӑнма, хӑйсен ӑсталӑхне туптама, ҫемье ҫавӑрса тӑрӗс-тӗкел ача-пӑчасене ҫитӗнтерме те паха условисем пур», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Ҫамрӑк ӑрӑва ялта ӗҫ, пурӑнма хӑтлӑ условисем пулсан ҫитрӗ те», - тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Ҫакна упрама тата аталантарса пыма пӗлеҫҫӗ «Дружба» колхозра, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван колхозпа ҫирӗп ҫыхса тӑма пултаракан питӗ те пысӑк вӑя упрама пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Форум инкек-синкексен шутне чакарма, ҫитӗнекен ӑрӑва хӑрушсӑрлӑх ҫинчен тӗрӗс ӑнлантарма, вӗрентме пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Унта ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн сыхлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Ентешӗсемпе ӗҫтешӗсем унпа чӑннипех те мухтанаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑна тӗслӗх вырӑнне лартаҫҫӗ.

Земляки и коллеги поистине гордятся им и ставят в пример подрастающему поколению.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Ҫитӗнекен ӑрӑва олимпиадӑсене явӑҫтарни те ку енӗпе пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Инженери «ҫӑлтӑрӗсем» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=b6gytxy4GuE

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех