Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрӑва (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир ҫитӗнекен ӑрӑва паха пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани панипе пӗрлех спортпа туслӑ пулма та хӑнӑхтартӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ку общество та пӗрремӗшле тӗллев шутне ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парассине, тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшассине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Анчах ҫӗршыв-анне ҫав тапхӑрта ҫамрӑк ӑрӑва хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, этемлӗхӗн, ҫӗршывӑн, халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн те пурӑнма, кӗрешме, ӗҫлеме, мӑртӑхнӑ киввине пӑрахӑҫласа ҫӗннине шырама, ӑслӑлама, пурлӑхпа хитрелӗхе пуянлатма вӗрентсе ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

— Мӗнех тунӑ вара вӑл ҫамрӑк ӑрӑва пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫре?

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

«Тӗрленӗ карттӑсӑр» пуҫне, ҫакӑ, паллах, «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, кӗнекесемпе энциклопедисем, интернет ресурсӗсемпе фильмсем, регионсем хушшинчи патриотлӑх мероприятийӗсем тата ҫитӗнекен ӑрӑва истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларма тата малашлӑха шанчӑклӑн утакан ҫынна пӑхса ҫитӗнтерме май паракан тата ытти нумай япала.

Помимо «Вышитой карты», это, конечно, мемориал «Строителям безмолвных рубежей», книги и энциклопедии, интернет-ресурсы и фильмы, межрегиональные патриотические мероприятия и многое другое, что позволит погрузить подрастающее поколение в историю и сформировать человека, уверенно шагающего в будущее.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавна май ҫитӗнекен ӑрӑва малашлӑхра пур енлӗн аталанса ӳсме кирлӗ условисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парас тесе чылай ҫул тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Кашни ӑрӑва, тӗнчери кашни ҫӗршыва, халӑха, ҫынна пырса тивекен ҫавӑн евӗр урӑх професси те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитании парас ӗҫе ҫав тери пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр ентешсемшӗн сассӑрсене ан хӗрхенӗр! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10813-kh ... kh-rkhen-r

Ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас, кӑмӑл-сипет йӗркисене пӑхӑнма вӗрентес тӗлӗшпе районта чылай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗллевпе ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентессишӗн хыпса ҫунать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ҫакнашкал ырӑ тӗслӗхсен витӗмӗ ҫӗнӗ ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани пама пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫитӗнекен ӑрӑва наука ӗҫне хутшӑнма тӗрлӗ условисем йӗркелесе тӑратни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Ятлӑ-сумлӑ ҫар ҫынни ку организацин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парассипе тимлӗ тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Ӗненес те килмест, вӑл пирӗн ӑрӑва, пирӗн ачасен ӑрӑвне те пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вуншар ӑрӑва канӑҫсӑрлантарнӑ, малашнехисене те ҫаплах хумхантаракан «Нарспи» поэма авторӗ К.В.Иванов ҫут тӗнчене килнӗренпе шӑпах 125 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Унӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан пурнӑҫ йӗркисем, сӑнавсем, ӗненӳсем нумай иккен.

Гораздо позже Яндул узнал, что у чувашей очень много разных обычаев, привычек, верований.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Район пурнӑҫне хастар хутшӑнасси, ун аталанӑвӗшӗн мӗн пултарнӑ таран тӑрӑшасси, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани пама пулӑшасси, ватӑ ҫынсен йӑлапа пурнӑҫ условийӗсем мӗнле шайра пулнине асӑрхаса тӑрасси, вӗсене пулӑшасси…

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех