Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗмӗрсе (тĕпĕ: ҫӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗр енчи чугун ҫул станцийӗсенчен пӗринче склада ҫӗмӗрсе вӑтӑр ытлӑ кӗрӗк вӑрласа тухнӑшӑн вӗсене чылай ҫулсем каяллах хупса усрамалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑн, хӗрарӑмсем енне самантлӑха пӑхса илнӗскерӗн, ҫӗр ҫӗмӗрсе тухса тарас килет магазинтан.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирлӗ-кирлӗ мар чухнех ма вырса, вакласа, ҫӗмӗрсе хӑвармалла ӑна касмаллишӗн ҫеҫ касса?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Провинциаллӑ конгресс пуҫтарнӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри ополчени Британи губернаторӗ Джозайя Мартин пухнӑ хӗҫпӑшаллӑ отрядсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри Америка революцийӗн таврӑнми саманчӗ пулса тӑнӑ.

Северокаролинское ополчение, собранное Провинциальным конгрессом, смогло разбить вооружённые отряды, собранные британским губернатором Джозайей Мартином, что стало поворотным моментом Американской революции в Северной Каролине.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Пӗррехинче басмачсем вӗсен отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗттӗм каҫхине, Юсуп Ахмедов аслӑ лейтенант роти, тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрсе, нимӗҫсен чакмалли пӗртен-пӗр ҫулӗ ҫинчи кӗпертен виҫӗ ҫухрӑм ҫӳлерехри ҫыран хӗррине пырса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуля ун витӗр шӑтарса тухнӑ, билет ҫинчи фотокарточкӑна палламалла марах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран, Колчак ҫарӗсене ҫӗмӗрсе Лӑпкӑ океан хӗррине ҫитсен, алла пӗр хаҫат лекрӗ те, ҫав шухӑшӑм тӗрӗс мар пулнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Дворец текен кермене ҫӗмӗрсе кӗрсен, пӳлӗмӗсенче, коридорӗсенче, залӗсенче ҫапӑҫу пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах нимӗҫсем таптаса ҫӗмӗрсе пӗтермерӗҫ-ши вӗсене?..»

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Современными историками он часто оценивается как плохой военачальник, однако когда в 1742 году испанцы вторглись в Джорджию с территории Флориды, а Оглторп сумел разбить их войска в битве при Блади-Марш, в Англии он стал считаться героем и, вернувшись на родину год спустя, стал регулярно получать повышения по военной службе; он продолжил карьеру в парламенте и одновременно занимался организацией набора войск для отправки в Джорджию с целью её защиты от испанцев.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Сӑваплӑ Иштван патшара ларнӑ вӑхӑтра роман стилӗпе хӑпартнӑ храма XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче аркатнӑ, иккӗмӗш храм кунта XIV ӗмӗртен пуҫласа XVI ӗмӗрччен тӑнӑ, турккӑсем ӑна тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулнӑ.

Построенный в правление короля Иштвана Святого романский храм был разрушен в начале XIV века, второй храм стоял здесь с XIV по XVI век и был полностью уничтожен турками.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса, Ҫӗмӗртсене ҫӗмӗрсе, Сикрӗ-тухрӗ ҫырмаран, Пӗкке хуҫрӗ ҫурмаран…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Джон Нэш архитектор принц-регент ыйтнипе Камденӑн кӑнтӑр енче Риджентс-парка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, унтан ҫурҫӗрелле Риджентс-каналне чавса тухнӑ.

Архитектор Джон Нэш по просьбе принца-регента разбил на юге Камдена обширный Риджентс-парк, откуда на север был прорыт канал Риджентс.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Чипер ҫаврӑнса таврӑнмалла пултӑр вӑрҫӑран, тӑшмана ҫӗмӗрсе таврӑнӑр…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун, ҫуннӑ мунча кӑмакине ҫӗмӗрсе, хӑй ӗҫне чиперех вӗҫне ҫитерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Е ҫӗмӗрсе кӗрсен?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне телей шӑл ҫӗмӗрсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑслансем читлӗхсене ҫӗмӗрсе тухрӗҫ, кунталла килеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ҫӗмӗрсе ташла-кӗрле, — Хахать ямастӑн ҫын ҫине…

Куҫарса пулӑш

Ахӑлтатса хӗвел кулать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех