Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗмӗрсе (тĕпĕ: ҫӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑп та лӑп ҫавӑн чухне аскӑн майра-патша янӑ ирсӗр ҫынсем ҫакӑнта ҫӗмӗрсе кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш куне ҫӗрле эпир патша вӑйпучӗ чарӑннӑ ҫӗре ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те Пайтула ирӗке кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр кун ирех тӑшман ҫине ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшмана ҫӗмӗрсе, хамӑр ялсем патне каҫса каятпӑр! — хуравларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫтан килсе тухнӑ ҫичӗ ют пирӗн ҫарсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем килтен-киле ҫӗмӗрсе ҫӳрерӗҫ, ҫынсене лаппа хӑвала-хӑвала тухрӗҫ, тарма тӑнисене ҫака-ҫака хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мана ӑнлантарса тӑрас темерӗ пулас, арӑмӗн пӳлӗмне ҫӗмӗрсе кӗчӗ те хайхискер кашкӑр пек аллинчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патша вӑйпучӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн чаплӑ уяв туса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусан патӗнче те пире ҫавӑн пиркиех ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мускава ҫӗмӗрсе пырса кӗмелле пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр ҫӗмӗрсе туй кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер ҫыннисем ватӑ Атее хӗнесе ҫӗмӗрсе пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫирӗм ҫухрӑм ҫул инҫе, Ҫул инҫе те хӗр хитре, Хӗр хитрешӗн килтӗмӗр, Ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫитрӗмӗр».

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шуртан тавраш ҫичҫӗр кил Ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫитрӗҫӗ; Таври ялсем, пур пускил Урха патне килчӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗри ун кӑкӑр шӑммисене ҫӗмӗрсе тухас пек тӑлтлатса тапать, урисем чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хаяр тӑшман чикӗ урлӑ ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӗр ҫӗмӗрсе туй тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗррехинче пускил сысни Ҫтаппан пахчине вӗрлӗк картана ҫӗмӗрсе кӗнӗ те кишӗр йӑранне сӑмсипе йӑштаса-ҫӗтсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Луганск облаҫӗнчи «Горская» шахтӑра сакӑр ҫӗр метр тарӑнӑш ҫӗр айӗнче ток напряженийӗ ҫӗмӗрсе тухнипе броньӑпа витнӗ кабель ҫунма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех