Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвӑнса (тĕпĕ: ҫӑвӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поэзи пулсан — ӗҫлесе ывӑнса Сӳсленнӗ ӳте паттӑрлаттӑр; Хула-ҫурӑма мунчара ҫӑвӑнса Тасатнӑн, ҫынна вӑл тасаттӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫын пуҫтарӑниччен ҫӑвӑнса тухӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑвӑнса шӑлӑннӑ хыҫҫӑн ывӑнни таҫта ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчченех ҫӑвӑнса тухӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах барон аяк ҫул хыҫҫӑн ваннӑра ҫӑвӑнса тасалчӗ, тутлӑ апатланчӗ, ӳсӗрличчен эрех ӗҫрӗ те: — Ларион Никитич, укҫа тупас пирки ӗҫ мӗнле пырать? — терӗ малтанхи сӑмахӗнчех.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑвӑнса тасалсан, Ҫтаппан кунта пуҫламӑш хут кӗнӗ чухнехи пек вӑтанса тӑмарӗ, тӗпелелле иртсе, пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яланхи пекех вӑшт-вашт ҫӑвӑнса та тумланса, шурӑ ҫӑкӑр ҫине ҫу сӗрсе кофе ӗҫрӗ, ӗҫе тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрремӗш канмалли кун Ирина хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫа питех кӳлӗнмерӗ: кӑнтӑрлаччен пӳрт ҫумӗнчи пахчара йӑрансене кӑшт-кашт ҫум курӑкӗнчен тасатса типтерлерӗ те ҫуллахи душра ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн хӑй должноҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнеке-справочнике алла тытрӗ, ӑна чылайччен тишкерсе тӗпчесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑвӑнса пурте апата ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫ тумтирне хывса пӑрахса ҫӑвӑнса тасалсан тин ҫан-ҫурӑм уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурашыв шывӗпе ҫӑвӑнса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паян та акӑ ӗҫрен иртерех таврӑнчӗ, мунча хутса ячӗ, хӗрӗпе пӗрле ҫӑвӑнса тасалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Телее, ывӑлӗсем мунча хутса хунӑ, ҫӑвӑнса тухнӑ та туслӑн мӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ахальтен-им ҫимӗк кунӗ ҫӑва ҫинчи хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнса ҫӑвӑнса тасалнӑ тет пирӑн мӑн асаттесем.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑвӑнса апат ҫисен, Тихон Иванович типтерленсе тӑхӑнчӗ, вырсарникун пулин те, правление уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович тинех ҫӑвӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Славик ҫӑвӑнса тумланчӗ те пӳлӗм чӳречине уҫса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пилӗк сехетре вӑраннӑ Курак Мӗтри ҫӑвӑнса тасалчӗ, тирпейленчӗ, ҫур шит майлӑ ӳснӗ кӑвак сухал тӑррине хачӑ тупса ирткелерӗ, пуҫ тӳпинчи ҫӳхелнӗ, ҫурри шуралнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йӗпетсе ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чиперех ҫӑвӑнса тухрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех