Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсене (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр енчи ҫынсене тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инҫе ҫултан ывӑнса килнӗ хӑнасене пӗр пӗлмен-палламан ҫынсене ҫапла кӑмӑллӑн йышӑнни тӑвансене савӑнтарсах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович килнӗ ҫынсене крыльцаран кӑларса ячӗ, вӗсем курӑнми пулсан, хыҫалти алӑкӗнчен тухса, пахчасем хыҫӗпе Петӗр шӑллӗ патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсене асаплантарса, ухмаха ертсе вӗлерес тесе, тарӑн путвалсенче ятарласа йӗкехӳресем ӗрчетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫаврака шӑтӑк чавтарса унта янӑ, пуҫне ирӗке, сывлӑша хӑварса, кӗлеткипе аллисене тӑпрапа таптаса хытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑван халӑхӑн телейӗпе ирӗклӗхӗшӗн кӗрешекен ҫынсене шалчасем ҫине кутӑн лартса асаплантарса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле-мӗнле кӑна асаплантарса вӗлермен-ши ҫынсене ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мария Федотовна кӗтӳ хӑвалама килнӗ ҫынсене ӗҫ мӗнле пулса иртнине, Сергейпе Иван Хрестука ӑҫта тата мӗнле хӑтарнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Осип Озеров никампа та калаҫса килӗштермесӗр хӑй тӗллӗн аташнине те ҫынсене уҫҫӑн ӑнлантарса парӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗслӗпӗр, пӗлӗпӗр, — лӑплантарчӗ ҫынсене Казаков, — кайран мӗн тумалли курӑнӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиркӳ тӑрринчен пӗтӗм тавралӑха янӑратса йӗнкӗлтетекен чан сассисем ҫынсене аслӑ ҫӑварни кӗллине йыхӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак ҫын ҫамрӑклах мӑнастире кайнӑ пулнӑ, каярах, ватӑлсан, хӑй патне пыракан ҫынсене турӑ хушнӑ пек пурӑнма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шатра питлӗ ҫынсене эпир хамӑр хушӑра та куратпӑр-ха, — тесе вӗҫлерӗ те Степанов хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав указпа килӗшӳллӗн, ҫынсене иконсене пуҫ ҫапса кӗлтума чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрлӗ тутӑр вӑл хӗрлӗ ялав пекех, ахаль ҫынсене ирӗклӗхпе телейшӗн кӗрешме хавхалантарса пыракан тӗс пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗр-ха, ӗҫӗр, — тесе, Сахар ватӑ ҫынсене хистесех тепрер черкке ӗҫтерчӗ, унтан ҫапларах юптарса сӑмахлама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем кӗрӳшӗпе Тарьене тата пӳртри ытти ҫынсене алӑ тытса сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӗсене салтӑнтарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Эпӗ сан пек ҫынсене йышӑнмастӑп. Ӑҫтан килнӗ — ҫавӑнта кай» тенӗ те, крыльцаран каялла кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавайӑр, ларӑр та ҫырса парӑр халех, — хавхалантарчӗ ушкӑнри ҫынсене вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех