Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннах (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кашни ҫыннах дружинник пулмалла, — тавӑрчӗ вӑл кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑнтанпа вара мана хура тутӑр пӗркеннӗ карчӑк Америкӑри аслӑ ҫулсем тӑрӑх хуллен кӑштӑртатса утса ҫӳренӗ пек, вӑл кашни хирӗҫ пулакан ҫыннах хӑйӗн хурлӑхлӑ историне каласа панӑ пек туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр тесен, кашни килен-каян ҫыннах йышӑнма депутат мар вӗт вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Акӑ мӗн: ӗҫ планне кашни ҫыннах вӑл ку таранччен мӗн чухлӗ ҫӑкӑр ҫисе янине шута илсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йӑлана кӗнӗ пекех, эпир хамӑр пурнӑҫа туслӑн тата пӗр-пӗринпе канашласа тӑватпӑр, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах, унӑн нацине тата вӑл мӗнле тӗне ӗненнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсем хыватпӑр.

Традиционно дружно и сообща мы строим свою жизнь и раскрываем возможности для самореализации каждого жителя республики независимо от национальности и вероисповедания.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Епле-ха ҫын, ҫыннах парӑнса, Ҫак мӑшкӑла чӗмсӗр тӳсеп эп?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ара, чӑнах та ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче ҫӳрекен кашни ҫыннах паллаймӑн, такам-ха вӑл, таҫтан килет, таҫта каять — ҫӳретӗрех хӑй ҫулӗпе…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Паян пӗр автомашина Патӑръелне каять, — пӗлтерет вӑл кашни тӗл пулакан ҫыннах, — ыттисемпе хире тислӗк кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Аэродром хапхи енчен ҫывхарса килекен кашни ҫыннах вӗсем пурӗ пӗр харӑс кӑшкӑрса кӗтсе илчӗҫ: «Спут-ник! Спут-ник!»

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл колхозри кашни ҫыннах пӗлет темелле.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни ҫыннах ватлӑхра пӗччен тӑрса юласси шиклентерет пуль.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫак хирӗҫ выртакан ҫыннах илер.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тӑван тенӗ ҫыннах хӳтӗлем-ха тесе, усал енче юлман Анюк пеккисем юнашарах пулнишӗн савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кашни ҫыннах анкартине шӑлан лартма ӳкӗтлетчӗ: «Ҫырли сӗре сиплӗ унӑн. Илтнӗ-и эс С витамин ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак мероприяти вара кашни ҫыннах пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре суйлама, регион, муниципалитет аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывма май парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

— Эпир хамӑр ҫылӑхлӑ пулнӑран ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннах ҫылӑхлӑ теместпӗр-ши?

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эп кашни ҫыннах хурламастӑп, — тӳрре тухма хӑтланчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫынсем ҫулсеренех улшӑнаҫҫӗ те, хирӗҫ пулнӑ кашни ҫыннах ӑҫтан тӳрех палласа илӗн?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ҫӗр лутӑрӗ илсе килчӗ пирӗн ухмах Кирик, — тенӗ вӑл ялти кашни ҫыннах, кинӗ ҫинчен элеклеме килрен киле ҫӳреме ӳркенмен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Вырӑс турри тавӑрма пӗлмест, вӑл пӗччен, ун ҫилли кашни ҫыннах ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех