Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхарахра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхарахра, ту ҫинче, Пастухов рудникӗ курӑнать, унпа юнашар шахта терриконӗн хура купи мӑкӑрлса тӑрать.

Совсем близко, на горе, виднелся Пастуховский рудник с черной насыпью шахтного террикона.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Инҫетри тусенчен леререхре кӑвак тайлӑмпа, ҫывӑхарахра — чӑнкӑ симӗс ҫырпа шӑвӑнса анса, вӗсем: автострада хӑйӑвӗ урлӑ каҫса уялла анмалла-и е вырӑнтах юлмалла? — тесе канашланӑ евӗр, ҫул хӗрринче харӑссӑн чарӑнса тӑнӑ.

Спускаясь с далеких гор синими оползнями, а ближе — крутыми зелеными обвалами, они дружно останавливались у дороги, как бы советуясь: перешагнуть ленту автострады и спуститься в поле или остаться на месте.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫук, эпӗ ҫывӑхарахра — манах лекет.

Нет, ко мне ближе — меня».

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Халӗ виҫӗ колонни те Шенкурскран пӗр ҫичӗ ҫухрӑмран та ҫывӑхарахра тӑраҫҫӗ.

Все три колонны находились не более чем в семи верстах от Шенкурска.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ыттисенчен ҫывӑхарахра тирпейлӗ, анчах та начартарах тумтир тумланнӑ хулӑм, интеллигентла хӗрарӑм тӑрать.

Ближе всех к нему стояла полная интеллигентная дама, прилично, но бедно одетая.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Пӗри ҫывӑхарахра анса юлать, тепри инҫетерех каять, пуйӑс ҫинчи пек…

— Один ближе слезет, другой едет дальше, вроде как на поезде…

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех