Шырав
Шырав ĕçĕ:
Оккупантсем ҫӗнӗ вӑй илсе хула патне ҫӗнӗрен ҫывхарма хӑйиччен темиҫе кун иртнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Намука руль ҫине тата ытларах хирӗнчӗ — кимӗ ҫыран хӗрне ҫывхарма тытӑнчӗ.Намука навалился на руль — и лодка стала приближаться к берегу.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Йӑваш ҫын ҫав ҫӗнӗ пӳрт патнелле ҫывхарма хӑрарӗ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем чи пысӑк ту каҫҫи патне ҫывхарма пуҫларӗҫ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Халь вӑл вырӑнтан вырӑна пӑрӑнкаласа ҫӳреме тата парӑсӗсене пурне те карма пултарать пулсан та, пурпӗрех Джерсей утравне каялла таврӑнаймасть, мӗншӗн тесен ун ҫулне Ле-Менкье пӳлсе тӑрать, Франци ҫыранне ҫывхарма эскадра кансӗрлет.
VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хӑяккӑн е кустӑрмисене ҫӳлелле туса ҫаврӑнса ӳксен, ун патне ҫывхарма, ӑна чарма та май пулнӑ пулӗччӗ.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тинӗспе ҫӳрекенсем ҫав утрав патне ҫывхарма та хӑйман, халӑх хушшинче ун ҫинчен: ку вырӑнта тамӑк хапхи пур, кунта вут-кӑвар турри Гефест, е Вулкан патшалӑхне кӗмелли вырӑн пур, тесе юмах сарнӑ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Тӑшман патне темиҫе метра кӑна ҫывхарма пулать, ҫирӗп флангсем ҫук, тепӗр чух лайӑх ҫирӗплетнӗ тыл та ҫук, кӑштах е ытларах инкек курса чупса тухма пултарнӑ урамсем ҫеҫ пур.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Калаҫнӑ май Корытовӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе пычӗ, анчах вӑл мӗн калани пӗрре те савӑнӑҫлӑ пулмарӗ; ҫапах та унӑнни пек, Корытовӑнни пек, питӗ лайӑх перспективлӑ районсем мӗнпур Хура тинӗс таврашӗнче те урӑх ҫук-мӗн, ӑна, Корытова, ҫав перспективӑсем патне ҫывхарма вак-тӗвек пӑтӑрмахсем кӑна чӑрмантарса тӑраҫҫӗ-мӗн, — ҫапла ӑнлантарса пачӗ вӑл Воропаева.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ ларакан кайӑка хӑратса тартмасть, анчах вӑл мӗнле майпа кайӑк патне йӑпшӑнса ҫывхарма пултарнӑ-ши?
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӳҫ-пуҫне салатса янӑ, ҫӑварне пирус хыпнӑ темӗнле хӗрарӑм ҫине тӑрсах ун патне ҫывхарма тапаланать…»
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анчах тӑшман Архангельск патне ҫывхарма хӑять пулсан, эпир ӑна хаяр вут-ҫулӑмпа кӗтсе илӗпӗр.Но если противник рискнет подойти к Архангельску, мы встретим его жестоким огнем.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗтӗм училищӗшӗн хӑрушӑ кун ҫывхарма пуҫланӑ — вӑл кун малтанхи чӗрӗкре кам мӗнле отметкӑсем илнине пӗлтернӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Леноре фрау йӗме чарӑнчӗ, Джеммӑна амӑшӗ хӑй кӗрсе ларнӑ кӗтесрен ҫавӑтса тухма, чӳрече патӗнчи кресло ҫине лартма флёр-доранжпа хутӑштарнӑ шыв илсе пырса пама хирӗҫлемерӗ; Санина та вӑл хӑй патне ҫывхарма мар… ҫук, ҫук! — пӳлӗмре юлма ирӗк пачӗ, (паҫӑр вӑл ӑна тухса кайма хушнӑччӗ) тата Санин калаҫнӑ чух ун сӑмахне пӳлмерӗ.
XXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ҫук, сэр, хам пӗлмен ҫырансем патне эпӗ ҫӗрле ҫывхарма хӑратӑп.— Нет, сэр, я не могу рисковать ночью подходить к неизвестному мне берегу.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫур сехетчен вӑл хӑйне хӑвалакансене унчченхи пекех аякка хӑварса пычӗ, анчах каярахпа вӑйсӑрланнӑ ҫынсем парӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та туземецсен киммисем хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хресчен ҫамрӑкӗсем патне ҫывхарма, вӗсен умӗнче шанӑҫа кӗме пӗлмест, ӗҫе пӑсать ҫеҫ.Он не умел сблизиться с крестьянскими парнями, заслужить их доверие и только портил дело.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сулӑн кун пек маневӑра пӑхӑнмалла пулчӗ, вӑл сулахай ҫыран хӗрринелле хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗ.Плот повиновался манёвру и быстро стал приближаться к левому берегу.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тинӗс пӗрре те тӗк тӑмасть, ҫавӑнпа та «Дункан» пысӑкӑш судно ҫыран хӗрринелле пӗр хӑрамасӑр ҫывхарма пултараймасть.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ачасем чӗнмерӗҫ, ҫума-ҫумӑн тӑнӑскерсем, Женя патнелле стена пек ҫывхарма пуҫларӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.