Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухрӑмсем (тĕпĕ: ҫухрӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашапа ларса пынӑ чух сӑмахпа калама ансат, анчах ҫуран юлнӑ ҫухрӑмсем хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑл пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрӗх ҫухрӑмсем

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрӗх ҫухрӑмсем кӑна пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫара ҫунасен чӗриклетсе пыракан тупанӗсем хыҫҫӑн ҫухрӑмсем виҫсе, Ленька Ленинград ҫинчен шухӑшласа пырать.

Отмеривая версты за скрипящими полозьями розвальней, Ленька думал о Ленинграде.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урӑххийӗ пуҫӗнче: ултӑ пин ҫухрӑмсем, темӗн ҫавӑн йышшисем…

Ее голова занята другим: чем-то вроде шести тысяч километров…

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тӳрех вӑрман урлӑ каяс пулсан — инҫех мар, вуникӗ ҫухрӑмсем пулать.

Ежели спрямить через лес — не так далеко, верст двенадцать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӑван ҫӗршыв мӗн тери ытларах хыҫа тӑрса юлать, Черныша унран ҫӗршер ҫухрӑмсем мӗн чухлӗ ытларах уйӑраҫҫӗ, ҫапӑҫури юлташӗсем уншӑн ҫавӑн чухлӗ хаклӑрах пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем ун ҫине Тӑван ҫӗршыв сывлӑшӗпе сывланӑн, хӑйпе ун чӗлхипе калаҫнӑн, унӑн чӑнлӑхне илсе ҫӳренӗн туйӑнать.

Чем дальше оставалась за ним родная земля, чем больше сотен километров отделяло Черныша от нее, тем дороже становились ему боевые товарищи, которые словно дышали на него ее дыханьем, говорили с ним ее языком, несли в себе ее верность.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗр тӑватӑ ҫухрӑмсем кайсан — чарӑн.

Отвезешь версты за четыре и остановись.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче пире пӗр-пӗринчен ҫухрӑмсем ҫеҫ уйӑратчӗҫ, халь вара ҫӗршывсем уйӑраҫҫӗ.

На войне нас разделяли километры, сейчас — разделяли страны.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Утӑмсене вӑл анлӑн пусать, ҫухрӑмсем уншӑн нимӗн те мар.

Идет он размашистым шагом, версты ему нипочем.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Анчах пин ҫухрӑмсем, пин тӗрлӗ инкексем уйӑрса тӑраҫҫӗ ӑна халӗ урамран, Гаврикран.

Но тысячи верст и тысячи страхов отделяли его от улицы, от Гаврика.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех